Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Роза Онуфриевна Акчурина августăн 11-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.
Роза аппа Йăвашкел ялĕнче кун çути курнă, Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, яра куна çум çумланă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
«Аттен ăшшине туйса ÿсеймерĕмĕр, партипе хуçалăх орга-нĕсенче ĕçленĕскере, 1936 çулта айăпсăр çĕртен арестлесе Коми Республикине тытса янă. Унтан ирĕке тухсанах атте вăрçа тухса кайнă. 1941 çулхи августăн 18-мĕшĕнче çывăх çыннăм хыпарсăр çухалнă. Анне тетепе иксĕ-мĕре пĕчченех мĕнпур йывăрлăха çĕнтерсе ура çине тăратрĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем турĕ «, — куççульпе аса илчĕ иртнĕ йывăр вăхăта ветеран. «Ачасем йĕркеллĕ ÿссе çитĕнчĕç, мăнуксем тата вĕсен ачисем те ытарайми, вĕсемшĕн савăнатăп. Хăлхам илтет, куçăм курать, пурăнасчĕ-ха», — калаçрĕ Роза Онуфриевна.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă, вăрманне те каснă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренесси çинчен шутламан та. Роза «Красный Октябрь» колхозра вăй хунă. Хитре те ятуллă, яштак пÿ-силлĕ хĕре Хирти Шăхасан каччи Владимир Акчурин куç хывнă. 1951 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Ун чухне çемьесем пысăк пулнă, пĕр пÿртре вун пĕрĕн те пурăнма тивнĕ. Никама та тăвăр пулман, шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннă. «Çĕн кайăксем» умлăн-хыçлăн çут тĕнчене килме пуçланă. 1957 çулта Розăпа Владимир виçĕ ачипе çĕнĕ çурт çавăрса унта пурăнма куçнă. Çакăнта йыш татах хушăннă. Роза Онуфриевнăпа Владимир Егорович икĕ хĕрпе тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Паянхи кун Роза аппана 11 мăнук, мăнукĕсен 16 ачи куç тулли савăнтараççĕ. Шел пулин те, Владимир Егорович çак куна кураймарĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, инваличĕ 1995 çулта çĕре кĕчĕ.
Роза аппа пирки таврара ырă ят кăна çÿрет. Пенсие тухсан та тÿрех ĕç пăрахман хастар хĕрарăм. Тÿрĕ кăмăлпа чылай çул тăван хуçалăхра тăрăшнăшăн Роза Онуфриевна Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕç пулнă. Нумаях пулмасть унăн ытти наградисем çумне «Аслă Çĕнтерĕве — 75 çул» юбилей медалĕ хутшăннă. Кÿршĕсем, ял-йыш чăннипех хисеплеççĕ ватăна, «Çынна усал сăмах калама мар, сивĕ куçпа та нихăçан пăхман пуль», — теççĕ çак кăмăллă та сапăр хĕрарăм çинчен сăмах пуçарсан. Ĕçчен-лĕхĕпе сăпайлăхĕнчен, ăшă кăмăлĕнчен çынсем тĕлĕнме те пăрахнă пулĕ. Апат-çимĕçе тутлă хатĕрлеме те çав тери ăста вăл. Роза аппа кирек кама та ĕçпе е ырă канашпа пулăшма яланах хатĕр. Хăй вăхăтĕнче юрра-ташша та ăста пулнă. Паянхи кун та ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесем çинчен çамрăксене каласа парать. Килĕнче яланах тирпейлĕ те таса, чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать. Тăхăр теçеткене çитсен те самана уттинчен юлма шутламасть. Роза Онуфриевна сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, хаçат-кĕнеке вулать, телекăларăмсене пăхать.
Роза аппана 90 çул тултарнă ятпа Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев ăшшăн саламларĕ. Çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕ, парнесемпе чысларĕ, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ.
«Роза аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăхăр ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса пурăнăр, малашне те сирĕн килĕрте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ Геннадий Герольдович ватăна саламласа.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.
А.ИВАНОВ.