Шурут ялĕнче пурăнакан Галинăпа Владимир Гавриловсем спортпа туслă, пур ĕçре те хастар мăшăр. Нумаях пулмасть вĕсене физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлама тÿр килчĕ. Вĕсен пурнăç çулĕпе сире те тĕплĕнрех паллаштарар-ха.
Володя мĕн ачаранах спортпа туслă. Шурут вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне вăл кашни ăмăртăвах хастар хутшăннă, уйрăмах йывăр атлетикăна кăмăлланă.
— Манăн пĕрремĕш тренер — Йÿç Шăхаль ялĕнче пурăнакан Виталий Васильевич Ефремов. Вăл мана яланах пулăшса, кирлĕ сĕнÿсем парса, хавхалантарса пынă. Виталий Васильевич миçе ăстана хатĕрлемен-ши çак тарана çитсе;! Çитĕнÿ тума пĕрре те çăмăл мар. Кире пуканĕ çĕклес енĕпе республика шайĕнче иртекен ăмăртăва пĕрремĕш хут Йĕпреçре хутшăннăччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ çиччĕмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Ун чухне мĕнле хумханнине халĕ те астăватăп-ха. Лайăх хатĕрленнĕрен ăнăçлă ăмăртрăм. Хамăн ÿсĕмре 1-мĕш вырăн йышăнма пултартăм. Ку маншăн пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Чи пĕлтерĕшли — ăмăртусене хутшăнни, ят-сума çĕнсе илни мар, физкультурăпа туслашни. Кĕлеткене пиçĕхтернипе пĕрлех чуна та сиплет вăл. Спорт çынсене пĕрлештерет, командăпа тренер çемьери пекех çывăх, унăн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем вара кирлĕ чухне яланах пулăшаççĕ. Кайран вара, 10 класс пĕтернĕ хыççăн, Свердловскри физкультура техникумне çул тытрăм. Паллах, манăн малалла аталанас килчĕ. Çавна май эпĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм, —тет Владимир Михайлович.
— Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ те пуян. Сирĕн сывлăх та хăвăр аллăрта. Ăна çи-рĕплетĕр, упрăр, — сăмаха малалла тăсрĕ пурне те ăнăçу сунса Владимир Гаврилов.
— Çитĕнÿсем тар тăкмасăр пулмаççĕ. Çапла, питĕ нумай хатĕрленмелле. Çи-тĕнÿсенче тренер тÿпи пысăк. Паллах, мана хавхалантаркан çынсем — чи малтанах юратнă аттепе анне. Кашни ăмăрту умĕн вĕсем çĕнтерме ăнăçу сунатчĕç. Вĕсем вара кирлĕ чухне яланах пулăшаççĕ.
Паллах, вăйлă, чăтăмлă çынсем ĕлĕкренпех пирĕн Шурут тăрăхĕнче кăна мар, тата ытти ялсенче те пулнă. Владимир Гаврилов Шурутри вăтам шкулăн аслă класĕнче, Свердловскри физкультура техникумĕнче вĕреннĕ çулсенче, çавăн пекех Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра спорт разряд нормативĕсене йывăр атлетикăра, кире пуканĕсем йăтса та пурнăçланă, çамрăк чухне тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса 90 ытла Хисеп грамоти çĕнсе илнĕ.
Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме май çук. Çапах та пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать.
— Ĕçе уява кайнă пек каятăп, унта мана питĕ лайăх, ĕçтешсемпе килĕштеретпĕр.
Мана чăнахах та учителĕн пархатарлă ĕçĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ;
Учитель профессийĕ питĕ яваплă. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿ тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç туйăмĕ вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет. Çавна май унăн вĕренекенĕсем те хăйĕн вĕрентекенĕн çулне суйласа илнĕ — Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене; Вăл кашни ача пурнăçĕпе, савăнăç-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулать те. Владимир Михайлович миçе ăстана хатĕрлемен-ши çак тарана çитсе;! Тен, çавăнпах та пуль, вăл вĕрентнĕ Володя Маков, Слава Тарасов, Сергей Волков, Дима Евсеев, Саша Рябчиков, Саша Никитин, Саша Волков, Алексей Голубев, Николай Луков, Сергей Матросов кире пуканĕсем йăтассипе пĕрре мар республикăра призерсем пулса тăнă. Владимир Михайлович мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине тăратнă, аслă пĕлÿ панă. Ачисем те спортпа туслă. Кĕçĕнни, Саша, ашшĕ çулĕпе кайнă, Чăваш педагогика университетĕнче вĕренсе тухнă, çăмăл атлетика, теннис ăмăртăвĕсене хутшăнса пĕрре мар Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем илме тивĕç пулнă.
Алиса хĕрĕ вара армспорт енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ ята илме тивĕçнĕ, теннис вăййипе институт чемпионĕ шутланать. Галина Михайловна та мăшăрĕпе ачисенчен пĕрре те кая мар. Район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать, яланах малти вырăнсене йышăнать. Ăна ытларах кĕске дистанцине чупма килĕшет. Дипломсемпе Хисеп грамотисем те сахал мар унăн. Вăл уçă чунлă, хастар та ăшă кăмăллă. Яланах çапла пулма ырă сунас килет манăн ăна.
Унсăр пуçне район шайĕнче çеç мар, республика шайĕнче ирттерекен çемье вăййисене те хутшăнаççĕ Гавриловсем, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Халăха тĕлĕнмелле ырă тĕслĕх кăтартакан мăшăр чăннипех те телейлĕ.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Владимир Михайловича Тав хучĕсемпе пĕрре мар чысланă. Савăнмалли сăлтавсем те нумайлансах пыраççĕ. Гавриловсен кăмăлне хальхи вăхăтра ентешсем тăван района туса янăранпа 80 çул çитнине пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илни çĕклет.
«Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать», — çакăн пек сăмахпа вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Владимир Гаврилов. Вăл ертсе пынипе Шурут вăтам шкулĕ район шайĕнчи спртакиадăра малтисен ретне чылай çул хăйĕн аллинчен ямасть.
Чăваш Енри чи вăйлă пăхаттирсенчен пĕри шутланнă Владимир Гаврилов. Вăл 1991 çулта Канаш хулинче кире пуканĕ йăтассипе СССР чемпионатне хутшăннă. 1995 çулта вара çак енĕпех тĕнче чемпионатĕнче тупăшнă. Раççей шайĕнче кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ вăйăсенче пилĕк хутчен Чăваш Республикин рекордне çĕнетнĕ.
Паянхи шкул санран тата та çирĕпрех ыйтать, ĕçĕ те кăткăс, яваплăхĕ те ÿссех пырать. Анчах эсĕ малаллах талпăнатăн, ыттисем валли çул уçса хăв хыççăн çамрăк ăрăва ертсе пыратăн. Шанать сана тĕнче, санран çитĕнÿсем кĕтет. Вăхăт малаллах шăвать.
Е. КОЗЛОВА, Шурут ялĕ.