Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ» хысна учрежденийĕн Комсомольски районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ федераци саккунĕсене пурнăçлассипе, çулланă граждансен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерессипе ĕçлесе пырать. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникне И.А.Никитинăна çавăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
— Ираида Алексеевна, эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр?
– Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурасси, паллах, тĕп тĕллев. Ĕç-хĕл саккунсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен», «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Вилнĕ çынна пытарасси çинчен», «Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен» федераци саккунĕсене, çавăн пекех Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене реабилитацилесси çинчен» тата ытти саккунсене тĕпе хурса çăмăллăхсем парассине йĕркеленĕ. Асăннă саккунсене пурнăçлас, çăмăллăх категорийĕсенчи граждансене пулăшупа кирлĕ пек тивĕçтерес, ветерансен пурнăç условийĕсене тĕпчес тĕллевпе вырăнсене тухса çÿретпĕр.
— Тÿлевсем çинче те чарăнса тăрăр-ха.
— Çăмăллăха тивĕçнисем, паллах, сахалах мар. Вĕсен ыйтăвĕсене пурнăçласах пыратпăр. Сăмахран, «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи августра 4 тыл ĕçченне пурĕ 5,1 пин тенкĕ тÿленĕ. Паянхи кун тÿлев виçи 1142 тенкĕпе танлашать. Политика репрессийĕсене пула инкек курнă, хыççăн таса ячĕсене тавăрнисене уйăхсерен паракан пособие (2881 тенкĕ) август уйăхĕнче 20 çынна 57,6 пин тенкĕлĕх тÿленĕ (çулталăк пуçламăшĕнчен шутласан 495,5 пин тенкĕ).
— Нумай çул тăрăшса, вăй парса ĕçлекенсене хавхалантарасси паллă ĕнтĕ. Ку енĕпе мĕн каланă пулăттăр?
— Çапла, тивĕçлисене пысăка хурса хаклани те кирлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕщÿллĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассипе те ĕçлесе пыратпăр. Ку хисепе тивĕçме хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх пулмалла. Чăваш Республикинче пурăнакан ĕç ветеранĕсем уйăхсерен паракан 1203 тенке тивĕçеççĕ. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсен вырăнти телефон çыхăнăвĕн абонент тÿлевне 50 процент саплаштараççĕ. Çак компенсацине 972 ĕç ветеранне тата Чăваш Республикин ветеранне пурĕ 87,9 пин тенкĕлĕх тÿленĕ.
2020 çулхи августра районĕпе илсен 2684 ĕç ветеранне тата Чăваш Республикин ветеранне пурĕ 3277,4 пин тенкĕ тÿленĕ.
— Ираида Алексеевна, ачасем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕнле çăмăллăхсем пур?
— Ачаллисене уйăхсерен пособипе тивĕçтересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ачана 1,5 çула çитиччен пăхакан амăшĕсене августра 78 çынна 500,5 пин тенкĕ панă (çулталăк пуçламăшĕнчен шутласан — 5575,9 пин тенкĕ). Ача çуралсан пĕр хут паракан укçана 2 çын пурĕ 36 пин тенкĕлĕх илнĕ. Кăкăр ĕмĕртекен 12 амăшне пурĕ 1,3 пин тенкĕлĕх компенсаци укçипе тивĕçтернĕ. Ачана усрава илнĕ ашшĕ-амăшне уйăхсерен тÿлевпе тивĕçтерни те паллă. 43 ачашăн паракан тÿлев валли 311,1 пин тенкĕ (кăçал — 2767,1 пин тенкĕ) уйăрнă. «Демографи» проектăн » Ачасем çуралсан паракан финанс пулăшăвĕ» регион проекчĕ ача çуралнă хыççăн çемьене пурлăх енчен патшалăх пулăшăвне парас системăна аталантарас тĕллеве пăхăнать. Пĕрремĕш çуралнă (усрава илнĕ) ачашăн кашни уйăхра паракан тÿлеве илме ача çуралсан виçĕ çул çитиччен кирек хăш вăхăтра та заявлени çырма юрать. Анчах кунпа пĕрлех заявленине ача çуралсан ултă уйăхран çеç парсан тÿлеве заявлени панă кунтан çеç шутласа пама пике-нĕç.Кашни уйăхра паракан тÿлевĕн малтанхи тапхăрĕ пĕр çулталăкпа танлашĕ.Тÿлев кашни уйăхра 9541 тнекĕпе танлашать. Августра 125 ачашăн 1290, 5 пин тенкĕ тÿленĕ (кăçал — 9079,4 пин тенкĕ).
— 3 çултан пуçласа 7 çул хи ачасемшĕн уйăхсерен паракан тÿлев çинчен тĕплĕнрех каласа параймастăр-ши?
— Кăçалтан ачаллă çемьесемшĕн тепĕр çăмăллăх пурнăçа кĕнине асăнма кăмăллă. Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул тултарнă ачасене кашни уйăхра тÿлевпе тивĕçтеретпĕр.
Виçĕ-çичĕ çулсенчи ачаллă 625 çемьене ку таранччен 730 ачашăн 27,7 млн тенкĕ куçарса панă.
— Калаçушăн, тавах.
С.ЕФИМОВА.