Пятница, 4 октября

Министрсем – районта

Министрсем – районта

Августăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç. Вĕсем кашниех чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕç, кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç, çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Кашни сферăра татса памалли ыйту сахал мар.
Вениамин Петров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата районти 31-мĕш пушар чаçĕн коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ.
Тĕлпулура пушара хирĕç тата çуллахи вăхăтра шыв объекчĕсенче халăх сывлăхне тата территорисене хÿтĕлес тĕллевпе хăрушсăрлăх мерисене йышăнас ыйту тĕп вырăн йышăнчĕ. Канашлура регионти оперативлă службăсен иртнĕ çулхи тата кăçалхи ĕç-хĕлне пăхса тухса пĕтĕмлетрĕç, пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вениамин Петров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата пушар хуралĕн ĕçченĕсем паракан ыйтусене тулли хуравсем пачĕ, ĕçри лару-тăрăва çăмăллатмалли сĕнÿсене шута илме шантарчĕ, плана кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех пухăннисем Чăваш Республикин комплекслă аталанăвĕн программине те сÿтсе яврĕç.
Тĕлпулăва вĕçленĕ май Вениамин Петров пушар хуралĕн ĕçченĕсене ĕçре çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ, районти пушар хуралĕн ĕçченĕсен хастарлăхне палăртса хăварчĕ.
ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров районти физкультура учителĕсемпе тата тренерсемпе вырăнти спорт аталанăвне сÿтсе яврĕ. Халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăнтăр тесен физкультура тата спорт валли лайăх условисем туса пани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ министр. Çавăнпа та тĕлпулура пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, çĕнĕ спорт объекчĕсем тăвасси, халăха куллен физкультурăпа туслашма илĕртесси çинчен калаçрĕ.
Тĕлпулу хыççăн Василий Петров «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне çитсе унта ирттерекен юсав ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ.
Çак кунах пирĕн района ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çавна май вăл Чĕчкенти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула, «Пилеш» ача садне, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çитсе курчĕ. Палăртса хăвармалла: асăннă объектсенче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Строительсем çĕнĕ вĕренÿ çулне вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерессе шантараççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *