Понедельник, 29 апреля

Ăнса пулнă тырра вăхăтра пухса кĕртесчĕ

Ăнса пулнă тырра вăхăтра пухса кĕртесчĕ

Районта вырма ĕçĕсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Тырă каçалăкĕсем ĕлкĕрсе пынă май хирсенче комбайнсен сасси вăйлансах пырать. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне районти 17 хуçалăхра вырма ĕçĕсем пуçланнă. Мĕн пурĕ кĕрхи культурăсене 1761 гектар вырнă, 5937 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан — 33,90 центнер.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кияметдин Гимальдинов çак кунсенче «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, «Родина» фермер хуçалăхĕнче пулчĕ, ĕçе мĕнле хастарлăхпа пикеннипе, механизаторсен ĕç условийĕсемпе, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе паллашрĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, вырма ĕçне тĕплĕн тата кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илнĕ хуçалăхсен тĕш тырра çухатусăр пуçтарса кĕртме мĕн пур услови çителĕклĕ: комбайнсем кал-кал ĕçлеççĕ, кадрсем хăйсен вырăнĕнче, çунтармалли-сĕрмелли материал ытлă-çитлĕ. Çакнашкал хуçалăхсенче çанталăк аван тăрсассăн ертÿçĕсем вырмана икĕ эрнере вĕçлеме шантараççĕ.
— Вырма нихăш çул та çĕр ĕçченĕшĕн çăмăл иртмест. Çапах та механизаторсен тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе уй-хир культурисене тирпейлĕн пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал та çаплах пулĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тата çухатусăр пуçтарса илесси. Тавах ĕçченсене ырми-канми ĕçшĕн, — терĕ «Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин.
Чăннипех те çапла, хуçалăхра кашни ĕçчен тăрăшса ĕçлени кирлĕ. Йышпа ĕçе вăхăтра пурнăçлама, çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса кĕртме çăмăлрах.
А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *