Промышленноç çине – уйрăм тимлĕх

Промышленноç çине – уйрăм тимлĕх

Июлĕн 31-мĕшĕнче ЧР промышленноç тата энергетика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Лекарев пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Красновпа пĕрле вĕсем «Хлебозавод» ОООна çитсе килчĕç.
Пирĕн район ытларах ял хуçалăхĕ енĕпе аталанса пырать. Районти хуçалăхсем çулсерен çĕнĕ йышши техникăна ĕçе кĕртсе пыраççĕ, çĕнĕ сортсене акса лайăх тухăç туса илме тăрăшаççĕ, çĕнĕлле ĕçлекен фермăсем хăпартаççĕ… Республикипе палăрнă «Слава картофелю» агрофирма ăнăçлă ĕçлесе пыни те районта ял хуçалăхĕ активлă аталанса пынине çирĕплетет. Апла пулин те, промышленноç тытăмне те тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Шăпах çакăн çинчен пулчĕ те ĕнтĕ калаçу тĕл пулу вăхăтĕнче.
Чăваш Ене 2025 çулччен комплекслă аталантармалли программăра республика çыннисен пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене пулăшу кÿмеллине çирĕплетнĕ. Çав шутра промышленноçа, предпринимательствăна аталантарассине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвассине уйрăммăн палăртса хăварнă. Пирĕн районта та промышленноç çине ытларах тимлĕх уйăрсан аталану çулĕпе çирĕппĕн утма пулĕ. Çакна палăртрĕ те ĕнтĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май Сергей Николаевич.
Çивĕч ыйтусем çинчен калас пулсан, «Хлебозавод» ОООн директорĕ Физикать Абитов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун кадрсем çитменни тата туса кăларакан продукцие сутассине анлăлатасси ытларах шухăшлаттараççĕ. «Заводри ĕç, паллах, çăмăл мар. Анчах эпир тăрăшнине кура тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлетпĕр. Ĕçченсем икĕ сменăпа вăй хураççĕ: кăнтăрла пекарьсем тĕрлĕ печени-пĕремĕк пĕçереççĕ, каçхине çăкăр пĕçерекенсен смени пуçланать. Ирпе ирех пирĕн тин пиçсе тухнă, кăпăшка çăкăрсем суту-илÿ точкисене çитеççĕ», — паллаштарчĕ вăл ĕç-хĕлпе. Предприятин ассортименчĕ пысăк, çавăнпа та ăна халăх патне çитерме тата та ытларах магазинпа, суту-илÿ организацийĕсемпе килĕшÿ тусан аван пулмаллине палăртрĕ вăл, районта туса кăларакан продукцие республика тулашĕнче те сутма хатĕррине пĕлтерчĕ. Сергей Лекарев предприятири ĕç-хĕлпе тимлесех паллашрĕ, енчен те йывăрлăхсем пулсан, патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пурри çинчен аса илтерчĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *