Воскресенье, 16 июня

«Пилеш» хăтлăхпа савăнтарĕ

«Пилеш» хăтлăхпа савăнтарĕ

Шкул çулне çитмен ачасемшĕн ача сачĕ — иккĕмĕш кил. Вĕсем кулленхи вăхăтне ытларах кунта ирттереççĕ: выляççĕ, вĕренеççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ, тантăшĕсемпе хутшăнаççĕ, апатланаççĕ, çывăраççĕ. Çавăнпа та вĕсене валли хăтлă та тирпейлĕ вырăн йĕркелесси — ача садĕнче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем кашни çулах çуллахи вăхăтра çурта юсаса çĕнетме, илемлĕ сăн кĕртме тăрăшаççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ. Çурта ятарласа тĕпрен юсанин вара пĕлтерĕшĕ уйрăмах витĕмлĕ. Вăл çурт сăн-сăпатне тултан та, шалтан та çĕнетме, эксплуатаци характеристикин пахалăхне ÿстерме май парать.
Районти ача сачĕсенче тăтăшах юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Пур çĕрте те харăсах строительство ĕçĕсем ирттерме май килмест паллах, вĕсене черетлĕн пурнăçлаççĕ.
Акă, «Пилеш» ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем май уйăхĕнче пуçланчĕç. Августăн 25-мĕшĕнче çĕнелсе хăтлăланнă учреждени çурчĕ воспитанниксене хăйĕн ытамне йышăнĕ.
Хальхи вăхăтра вара унта «УЮТСТРОЙ» ООО-н ĕçченĕсем юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Электричество, вентиляци тата ăшă паракан системăсене улăштарас, кашни пÿлĕмре урайпа стенасене тĕпрен якатса тикĕслесе çĕнетес ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Пĕрремĕш хутри ушкăнсен пÿлĕмĕсенче урайне ăшăтмалли хатĕрсем вырнаçтарса хăварнă. Юсав ĕçĕсен пахалăхне ача сачĕн заведующийĕ Вероника Герасимова тимлесех тăрать.
— Кăçал ача садне тĕпрен юсама пултарни паллах пĕлтерĕшлĕ. Халĕ çуртра ăшăрах та, хăтлăрах та пулĕ. Коллектива ĕçлеме, воспитанниксене аталанма пур услови те çителĕклĕ. Çĕнетнĕ вырăнта ĕçлеме те кăмăллăрах, — пĕлтерчĕ Вероника Александровна.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *