Пятница, 12 апреля

Ачалăх хаваслă, кану усăллă ирттĕр

Ачалăх хаваслă, кану усăллă ирттĕр

Июлĕн 27—31-мĕшĕсенче Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та, ведомствăсем хушшинчи «Çул çитмен çамрăк» оперативлă профилактика операцийĕ иртрĕ. Тÿрех палăртам, темиçе тапхăрпа йĕркелетпĕр ăна. Çитес вăхăтра профилактика рейчĕ августăн 3-6-мĕшĕсенче иртет. «Çемье» тапхăрта йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене социаллă тата право пулăшăвĕ парассине тĕпе хуратпăр. «Каникул» тапхăрта вара «йывăр» ачасен шутне кĕртнĕ çул çитмен çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернине тĕрĕслетпĕр.
Çÿлерех асăннă операци вăхăтĕнче район администрацийĕн çул çитменнисен комиссийĕн членĕсемпе, участок уполномоченнăйĕсемпе полици пайĕнче сăнавра тăракан, эрехпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ патне çитсе куртăмăр. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе «шанчăксăртараххисен» ушкăнне кĕрекен ачасемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Каçсерен çамрăксем пухăнакан вырăнсене тĕрĕслерĕмĕр. Çул çитмен çамрăкăн саккунпа килĕшÿллĕн 23 сехетчен çеç урамра çÿреме юрать. Çакăн çинчен ача-пăча анчах мар, аслисем те пĕлменни сисĕнет. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне кун пирки уйрăммăн ăнлантарма тиврĕ.
Лавккасемпе суту-илÿ çурчĕсенче çул çитмен çамрăка чĕлĕм тата спирт хутăшĕллĕ «шĕвек» сутма юраманнине вырăнсенче мĕнле пăхăннине те тĕрĕс-лерĕмĕр. Асăннă енпе çитмен-лĕхсем тупмарăмăр пулин те, ашшĕ-амăшĕ ачин аталанăвĕшĕн тăрăшманнипе, ăна тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăннипе çыхăннă темиçе тĕслĕхе те шута илтĕмĕр.
«Çул çитмен çамрăк» операци вăхăтĕнче пурĕ 23 çемьене çитнĕ, çул çитмен 15 çамрăка тĕрĕсленĕ. Шел пулин те йĕркене пăхăнманнисем пур-ха. Çавна май 1 çемьене тата 2 çамрăка учета илнĕ. Икĕ ашшĕ-амăшĕн йĕркене пăхăнманшăн, ачисене кирлĕ пек пăхманшăн административлă майпа явап тытма тивĕ.
«Çул çитмен çамрăк» профилактика операцийĕн тепĕр тапхăрĕ çак эрнере иртет. Çак вăхăтра учетра тăракан çемьесене, çул çитмен ачасем ытларах çÿрекен вырăнсене тĕрĕслĕпĕр. Асăрхаттарса хăварни те вырăнлă пулĕ: кашни ашшĕ-амăшĕн ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшмалла, вĕсем çуллахи канăва епле ирттернине тĕрĕслесе тăрасси те вĕсен тивĕçĕ. Ачасен вара саккуна пăхăнмалла, йĕркене пăсмалла мар.
Р.ЖУКОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *