Пятница, 26 апреля

Çын ячĕпе кредитсем илеççĕ

Çын ячĕпе кредитсем илеççĕ

Ултавçăсем çынсен карттисенчен укçа вăрланă тĕслĕхсем кăткăслансах пыраççĕ. Унччен мошенниксем банк картти çинчи укçана пĕтĕмĕшле йăкăртса кайни чи пысăк хăрушлăх пулнă пулсан, паян вĕсем çынсене ытла та хăвăрт ĕненекен граждансем ячĕпе кредитсем илеççĕ.
Граждансем патне Перекет банкĕн суя ĕçченĕ шăнкăравлать. Малашлăхра укçа-тенкĕпе сиксе тухнă ыйтусене татса пама хăвăртрах пултăр тесе хăйне ятран уйрăм менеджер çирĕплетнине пĕлтерет. Ку чухнехи ултавçă ку шухăшпа килĕшсе вырăсла «Да» калаттарма тăрăшать. Çак сăмаха вара вăл меллĕ самантпа усă курса çырса илет. Кун хыççăн уйрăм менеджерпа çыхăнмалли ятарлă номер пуррине пĕлтерет. Вăл темĕн вăрăмăш цифрăсен пуххи пулнине палăртать, ăна асра тытса юлма çырса хумах сĕнет. Суя банк ĕçченĕ хăй каланă хыççăн ăна çынна калаттарать. Çакна та çырса илет, кунпа калаçу вĕçленет те. Çапла майпа ултавçă вăл е ку гражданин ячĕпе кредит илчĕ те темелле. Темĕн вăрăмăш цифрăсен пуххи вара кредит килĕшĕвĕн номерне палăртать те.
Çавăн пекех ĕçлемесĕрех пуяс тĕллевпе ултавçăсен аллине лексе пур-çук укçине çухатакансем те çук мар-ха. Кăçал районта пурăнакан 3 çын ултавçăсене укçа-тенкĕ куçарса панă. Мошенниксем граждансем патне онлайнпа усă курса укçа ĕçлесе илме май пурри çинчен шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Енчен те çыннăн кĕсье телефонĕ çинче интернет-банк çук пулсан TeamViewer хушăма вырнаçтарма ыйтаççĕ. Ăна вырнаçтарсан хăш-пĕр операцисене пурнăçлама сĕнеççĕ, çапла майпа пароль, картта номерне пĕлеççĕ. Кун хыççăн «кукăр алăсем» çăмăллăнах уйрăм çыннăн даннăйĕсемпе, укçисемпе хуçаланмалли «уççа» алла илеççĕ. Ĕнентерÿллĕрех пултăр тесе малтанах укçа куçарса параççĕ. Хыççăн пĕтĕмĕшле йăкăртса каяççĕ, вĕсен ячĕпе кредитсем те илеççĕ.
2020 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан граждансенне мошенниксем 111 млн тенкĕ ытла вăрланă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ултав тыткăнне çакланакансенчен ытларахăшĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ. Банк карттисенче укçа вăрланипе е ют çын ячĕпе кредитсем илнипе çыхăннă преступленисемпе уголовлă ĕç пуçарсан та уççи-хуппине тупма питех те йывăр. Çавăнпа та кирек епле банкран тесе шăнкăравлакан мĕн пур çынна хăвăрăн уйрăм даннăйсене ан пĕлтерĕр.
И.АВДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *