Вторник, 23 апреля

Чир ересрен асăрхан!

Чир ересрен асăрхан!

Июлĕн 31-мĕшĕнче мăсăльмансен Курбан-байрам пулать. Ку тутарсен чи юратнă уявĕсенчен пĕри. Йăлана кĕнĕ тăрăх, мăсăльмансем çак кун пĕрле пуçтарăнаççĕ, парне кÿреççĕ.
Районта коронавирус сарăлас хăрушлăх пысăккине кура кăçал Курбан-байрама уявланă чухне ятарлă мерăсене пăхăнни вырăнлă пулĕ. 65 çултан аслăраххисен, вăраха кайнă чирсемпе асапланакансен мечете пымалла мар. Мечете килекенсен маскăсем тăхăнмалла, кĕлĕ тумалли кавирсене килтен илсе пымалла, пĕр-пĕринпе социаллă дистанци тытмалла, çывăха пырса калаçмалла мар, çавăн пекех алăсене антисептиксемпе тасатмалла.
Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та имамсене чĕнсе каланă. «Хисеплĕ имамсем! Кашни кунах чирлисен шучĕ ÿсет, пандеми тахçанах «хыпарсен кăларăмĕсенче кăтартакан япала» пулма пăрахрĕ. Пирĕн кашнинех çак чирпе чирленĕ паллакансем пур. Çавăнпа та пур сĕнĕве те пысăк яваплăхпа тытса пыма ыйтатпăр», — тенĕ вăл.
Уяв ыррипе çеç асра юлтăр тесен, паллах, профилактика мерисене пăхăнни, чир ересрен асăрханни вырăнлă пулĕ. Сывлăхлă пулар, çывăх çынсене упрар.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *