Пятница, 19 апреля

Хуçалăхсем вырмана тухаççĕ

Хуçалăхсем вырмана тухаççĕ

Тырă пучахĕсем тулса йывăрланчĕç, çавна май районти хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри вырма ĕçĕсене пуçлаççĕ. «Дружба» ЯХПКра тата «Слава картофелю» агрофирмăра кĕрхи тулă вырма пикеннĕ. «Искра» колхозра тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче хĕрсех урпа выраççĕ. «Рассвет» ЯХПКра пăрçа хирĕнче ĕç вĕрет. Хальлĕхе, районĕпе илсен, 284 гектар çинче çитĕннĕ тырра пуçтарса кĕртнĕ, пурĕ 967 тонна тухăç илнĕ.
Июлĕн 25-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăра ĕçлекенсем кĕрхи тулă вырма пикеннĕ. Хуçалăхăн техника паркĕ пуян. Опытлă водительсемпе механизаторсем хăйсене шанса панă «тимĕр утсене» тĕрĕслесех тăраççĕ. Вырма пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесен техника юсавлă пулни, паллах, питĕ пысăк вырăн йышăнать-çке. «Палессе» маркăллă 5 комбайн тата 1 «Джон Дир» тулă тинĕсĕнче карапсем пек мăнаçлăн шуса иртеççĕ. 12 машина тырра пÿлмесене турттарса тăрать. Хыççăнах ĕçченсем хăмăла сÿрелесе пыраççĕ. «Сарă ылтăна» уяр çанталăкра пÿлмесене кĕртсе ĕлкĕресси — паянхи кун тĕп вырăнта. Çавăнпа та ĕçченсен пĕр самант канса ларма та вăхăт çук.
Пурĕ «Слава картофелю» агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 840 гектар çинче çитĕнеççĕ. Хальлĕхе 170 гектар çинче çитĕннĕ тырра çапнă, 680 тонна тухăç илнĕ. Вăтамран кашни гектартан 40 центнер тырă пухса кĕртеççĕ агрофирма ĕçченĕсем.
Районти ытти хуçалăхсем те вырмана тухма хатĕрленсе çитнĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсен тырă уйĕсем те мăнаçлă комбайнсен шавĕпе, тракторсен, машинăсен кĕрлевĕпе тулĕç. «Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле» текен каларăша асра тытса ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем уяр çанталăкпа туллин усă курма васкаççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *