Вторник, 8 октября

Владимир Маков: «Çынсене кирлĕ ĕç туни савăнтарать»

Владимир Маков: «Çынсене кирлĕ ĕç туни савăнтарать»

Владимир Маков васкавлă пулăшу машини çинче водительте ĕçлеме пикеннĕренпе кĕçех 35 çул çитет. Çак хушăра паци-ентсемпе пулса иртекен лару-тăрусене чĕре çывăхне илмелле маррине, унсăрăн ăса çухатма та пулнине лайăх ăнланнă вăл. «Эпĕ хамăн ĕçе çеç тăватăп, пациента машинăна вырнаçтарма пулăшатăп, лару-тăру йывăр чухне пысăк хăвăртлăхпа пыратăп. Çынсене кирлĕ ĕç туни савăнтарать», — тет водитель.
Пĕлтĕр Владимир Валентинович Патăрьелĕнчи подстанцин бригадинче регионсем хушшинчи професси ăсталăхĕн конкурсне хутшăннă. Унта çул-йĕр çинчи правилăсене пĕлес енĕпе 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Пултаруллă водитель çамрăк специалистсене яланах ĕçпе те, канашпа та пулăшма хатĕр. Çавăнпа та ăна коллективра пурте хисеплеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *