Çырав мăшăрсене мĕнле шута илет?

Çырав мăшăрсене мĕнле шута илет?

Çĕршывра миçе çемье, ашшĕ е амăшĕ хăш çĕрте ачасене пĕччен ÿстерет? Ашшĕпе амăшĕ тата ачисемсĕр пуçне аслашшĕсемпе, асламăшĕсемпе пĕрле пурăнакан темиçе ăруллă çемьесем миçе? Çакнашкал кăтартусене халăх çыравĕнчен кăна пĕлме пулать. Çемье, юрату тата шанăçлăх кунне халалласа Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕнче мăшăрсене мĕнле шута илни тата çыравсем вăхăтĕнче хăйсене мăшăрлă тесе калакан хĕрарăмсем мĕншĕн авланнă арçынсенчен ытларах пулни пирки пĕлтеретпĕр.

Халăх çыравĕ вăхăтĕнче пуçтарнă даннăсене тĕплĕн пăхса тухсан кăна Раççей çемйисен тытăмне пуренлĕн курма пулать. Административлă çăлкуçсем мăшăрсен хутшăнăвĕ пирки пĕлтермеççĕ, вĕсене урăх тĕллевпе пуçтараççĕ.
2010 çулта иртнĕ халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 16 çултан аслăраххисем çĕршывра 119,7 миллион çын пулнă. Вĕсенчен 65,5 миллионĕ — хĕрарăмсем, 54,2 миллион — арçынсем. Ун чухне официаллă майпа çырăннă тата çырăнман 33,2 миллион арçын тата 33,3 миллион хĕрарăм шутланнă. 13,2 миллион арçын тата 10,8 миллион хĕрарăм нихăçан та мăшăрланман тесе пĕлтернĕ. Официаллă майпа уйрăлнисем 4 миллион, уйрăм пурăнакансем 7,6 миллион çын пулнă.
2021 çулхи апрельте иртекен çитес халăх çыравĕн листисенче мăшăрсене ултă категорипе пăхса тухаççĕ:
— мăшăрланнине регистрациленĕ;
— çырăнман мăшăрсем;
— официаллă майпа уйрăлнă /уйрăлнине регистрациленĕ/;
— уйрăм пурăнать;
— мăшăрĕ вилнĕ;
— нихăçан та мăшăрланман.
Хутшăнусене регистрацилемен мăшăрсем пирки халăх çыравĕсенчен кăна пĕлме пулать, мĕншĕн тесен вĕсем ăна хăйсем палăртаççĕ. Çакă та интереслĕ, çырăнмасăр пурăнакан хĕрарăмсем хăйсене мăшăрлă тесе палăртаççĕ, арçынсем вара авланман, теççĕ. Çакнашкал пулăма чылай çĕршывсенче асăрханă. Экспертсем ăна арçынпа хĕрарăм психологийĕпе логики тĕрлĕрен пулнипе ăнлантараççĕ.
Раççейре çемьесем улшăнсах тăраççĕ. Хутшăнусене регистрациленĕ мăшăрсен шучĕ чакса пырать пулин те, пурпĕр ытларахăшĕ официаллă майпа çырăнаççĕ. 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 33 миллион мăшăр шутланнă. Вĕсенчен 4,4 миллионĕ е 13 процент, çырăнман.
Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕсене, çăмăллăхсен калăпăшне çыравсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, çемьесене ача амăшĕн капиталне парса пулăшасси 2002 çулхи çырав хыççăн вăя кĕнĕ.
Малтан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Анчах, çĕршыври лару-тăрăва тĕпе хурса, Раççей статистики ăна 2021 çула куçарма сĕннĕ. Кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин çырава 2021 çулхи апрельте ирттерме палăртса постановлени кăларнă.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020» Медиаофис.
www.strana2020.ru

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *