Понедельник, 29 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ халăхра. Çавăнпа та хĕле валли тĕплĕн хатĕрленме тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕх усракансем. Паянхи кун хирте трактор-машина шавĕ кĕрлесех тăрать, туп-тулли утă тиенĕ техника иртсе пынине те час-часах курма пулать.
Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 961 гектар çинче çитĕннĕ пĕр çул ÿсекен курăксене çулнă, нумай çул ÿсекен курăксене 4225 гектар çулса тирпейленĕ. Хальлĕхе пурĕ 8368 тонна утă, 13016 тонна сенаж, 3125 тонна силос янтăланă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçсем пĕтмен-ха, малалла пыраççĕ.
Çак кунсенче «Дружба» ЯХПК кĕрхи тулă вырма тухнă, хальлĕхе 15 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *