Пятница, Декабрь 4

Компетенцисен центрĕ пирки компетентлă

Компетенцисен центрĕ пирки компетентлă

Пилĕк çул каялла çеç Раççей экономикине цифровизацилесси пирки IT-специалисчĕсем çеç калатчĕç. Ĕнер пулма пултарайман пек туйăннă япаласем паян чăна кĕчĕç. РФ Правительстви «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программине йĕркеленĕ, çавна май экономикăра тата социаллă сферăра цифра технологийĕсене хăвăрт ĕçе кĕртессипе вăй хума пуçланă.
Чăваш Ен экономикин стратегилле аталанăвĕ те çак çул-йĕртен айккинче тăрса юлманни паллă ĕнтĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Программине хатĕрленĕ чухне çак темăна уйрăмах тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшнă. Республика Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев IT-технологисене аталантарассине Программăра сăнланнă уйрăм тĕллевсене экспертсем умне тăратнă.
Программа проектне сÿтсе явнă чухне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков республикăн информаци технологи-йĕсен сферинче пысăк вăй-хăват пуррине аса илтернĕ, ăна регион экономикине пахалăхлă çĕнĕ шая илсе тухма май пур таран явăçтармаллине каланă. Унăн шухăшĕпе, çакна IT-технологисене ĕçе кĕртекен «Яндекс», «Ростех» тата Раççейри ытти пысăк компанисене явăçтарнипе вырăнти ресурссене тĕрев пама пулать. «Аталану çул-йĕрне суйласа илнĕ, — тенĕ Анатолий Аксаков. — Халĕ чи кирли — кон-кретлă ĕç-хĕл программине, хăйне евĕр çул карттине, туса хатĕрлесси». Чăваш Енри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Михаил Анисимовăн шухăшĕпе технологие информатизацилеме пуçăнни хăех экономикăна цифровизациленине пĕлтерет, çавна май вăл тĕп тĕллев, паянхи кун уйрăмах çивĕччине, палăртрĕ — муниципалитетсене тата управлени органĕсене информатизацилесси.
Анчах кун патне мĕнле çитмелле-ха?
Ку ыйтăва Михаил Анисимов тĕплĕ хурав пачĕ: çыхăну инфратытăмне, пысăк технологиллĕ производство отрасльне аталантармалла, тивĕçлĕ специальноçсемпе кадрсем хатĕрлемелле, отрасльсем хушшинчи проекта реализацилемелле, малта пыракан информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртекен предприятисемпе компанисене хавхалантарассине йĕркелемелле. Программăна сÿтсе явассипе çыхăннă канашлусенче пур министр та тенĕ пекех тĕп йывăрлăх тиенекен предприятисемпе компанисене çăмăллăх парасси пирки сăмах хускатать. Михаил Анисимов та айккинче юлмарĕ. Вăл Интернет сечĕсене сарассипе, республикăри мобильлĕ çыхăнăва аталантарассипе ĕçлекен компанисем тĕлĕшпе налук тĕлĕшĕнчен çăмăллăхсем кĕртме сĕнчĕ. Çакă ФАПсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, инçетри ялсенче пурăнакансем тивĕçтерÿсемпе усă курма пултарччăр тесе кирлĕ. Кăна валли хушма çыхăну базисем, вышкăсем тата ытти объектсем тумалла. «Ку ĕç — питĕ тăкаклă, — тенĕ министр, — çавна май правительство енчен пулăшу та кирлĕ».
Тĕслĕх вырăнне Михаил Анисимов унăн шучĕпе цифровизаци енчен вăйлă аталаннă Ульяновск облаçне илсе панă. Кÿршĕсем шăпах IT-отрасль предприятисене йĕркелесе яма хăтлă условисем туса панипе çитĕнÿсем тума пултарнă иккен.
Михаил Анисимов çĕнĕ шухăшсене практикăра реализацилекен компанисене грантсем уйăрса парас ыйтăва питĕ тĕрĕс çĕкленĕ. Юлашки вăхăтченех экономика цифровизацийĕн тĕллевĕ çакă пулнă. Анчах алăкран çĕнĕлĕхсем шаккаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Тракторсен завочĕсем» концерн лаптăкĕнче дистанци управлениллĕ промышленность техники кăлараççĕ. Пилотсăр тракторсем кăларни — иртĕхни мар, вăхăт ыйтни тата ку енĕпе тĕнчери компанисем тахçанах ĕçлеççĕ. Кун пек техника уйрăмах кĕме йывăр, машинист-операторсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларакан карьерсенче питĕ кирлĕ.
Çĕнĕлĕхсене кĕртекенсенчен пĕри тулли мар яваплă «Исерв» пĕрлешÿ те пулма пултарнă. Унăн генеральнăй директорĕ, пĕрлех Чăваш Республикинчи IT-кластер информаци технологине аталанма пулăшакан ассоциацийĕн председателĕ Владимир Лидерман программăна сÿтсе явнă çĕре хутшăнчĕ. Унăн шучĕпе, Чăваш Енре информаци технологине аталантарма пур май та пур. Анчах ăна пурнăçлама пĕрлехи координаци органĕ — Компетенцисен центрĕ — йĕркелемелле. «Бизнес-проектсем тума, кăтартусем пухма кирлĕ… Унсăрăн укçана ахалех сая яни çеç пулать», — тесе палăртнă Владимир Викторович.
Сÿтсе явакансем хушшинче хальхи информаци технологийĕсене ĕçе кĕртекен компанисен представителĕсем ытларах пулнă, çавăнпа та вĕсен калаçăвĕнче ăслăлăх терминĕсемпе халăха /хальлĕхе кăна/ ăнланмалла мар сăмахсем янăранă: софт /программа/, хакатон /форум/ тата ытти те. Калаçури терминологисенчен пăрăнсан ку сферăри ÿкерчĕк çакăн пек курăнать.
Республикăра хальлĕхе информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен нумай компани уйрăммăн ĕçлет, кашнийĕн программа шухăшласа кăларакан штат пур. Шăпах çакă пĕрлехи хăватлă центр туса хума ыйтать, ăна вара Компетенцисен центрĕ теме пулать, вăл компанисен вăй-хăватне пĕрлештерĕччĕ. Урăхла каласан, çак центр ĕç тăваканни пулмалла, производство предприятийĕсем, предпринимательсем, муниципалитетсем тата ĕç тăвакан влаçсем, бюджет организацийĕсем тата ыттисем те заказчиксем пулмалла. Акă, пĕр ял хуçалăх предприятине хăвăрт çеç Раççейри тата Чăваш Енри паянхи çанталăк условийĕсене, тĕнчери тата шалти рынокри лару-тăрăва шута илсе продукцие туса илсе реализацилессипе прогноз кирлĕ пулнă тейĕпĕр. Вăл Компетенцисен центрне заявка парать, кунта ăна кирлĕ программăпа тивĕçтереççĕ. Çакăн хыççăн çĕр ĕçченĕ хăш культура валли мĕн чухлĕ лаптăк уйăрмаллине, туса илнĕ тырра тÿрех сутмаллине е кăштах тăхтамаллине тата ыттине те шутлама пуçлать. Хальлĕхе ку фантастика евĕр туйăнать, анчах пĕр виçĕ çул каялла кăна-ха Чăваш Енри чи инçетри ялта пурăнакан онлайн-касса урлă, тĕслĕхрен, хĕрне çуралнă кунпа укçа куçарса пама пултарасси пирки шухăшланă-и? 
«Пире IT-технологи валли IT-технологи кирлĕ мар. Вăл Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн конкретлă тĕллевĕсемпе планĕсене пурнăçламалли тĕп инструмент пулса тăмалла», — тесе асăрхаттарнă Анатолий Аксаков.
Унăн шухăшне малалла тăсса Чăваш Енĕн вице-премьерĕ Алла Салаева хутшăнакансене самоизоляци вăхăтĕнчи шкул ачисен дистанци мелĕн вĕренĕвĕнче курăннă çивĕч ыйтусене те тимлĕх уйăрмаллине каланă. Чылай педагог дистанци вĕренĕвне тытса пымалли чи пĕчĕк ăсталăха та пĕлменни палăрнă.
Анчах хăш ведомствăн хальхи информаци технологийĕсене ĕçе кĕртмелле-ха? Тÿрех хурав та тупăнать: «Паллах, Чăваш Енри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ячĕ те çакнах калать». Пурте ансат мар иккен. Министерство — ĕç тăвакан власть органĕ çеç, информаци кластерĕн тата IT-компанин пайĕ мар. Ларăва хутшăнакансем пĕр шухăш патне пынă: «Чăваш Ене Компетенцисен центрĕ кирлех».
А.КРЯЖИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code