Шăнкăравлаççĕ те — ĕненетпĕр çав…

Шăнкăравлаççĕ те — ĕненетпĕр çав…

Телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă контактсăр майпа улталаннисен йышĕ республикăра куллен пысăк хăвăртлăхпа хушăнса пырать. Тепĕр чух кунне вунă çынран та ытла улталанать.
Нумаях пулмасть, сăмахран, Шалти ĕçсен министерстви пĕр талăкра 11 çын ултавçăсен мăшкăлĕ пулнине шута илнĕ. Курман-палламан çынсене шанакансем пĕтĕмпе 700 пин тенке яхăн çухату тÿснĕ. Вĕсенчен çиччĕшне «банк сотрудникĕсем» шăнкăравланă. Калăпăр, 63 çулти хĕрарăм хăй перекетленĕ укçана çухатасран шикленсе /«банк сотрудникĕ» шăнкăравласа сехĕрлентернĕ-ха та…/ ултавçăсем каланă счет çине 262 пин тенкĕ куçарса панă. Пĕтĕмпе вара çакнашкал майпа ултавçăсем тÿрĕ кăмăллă граждансен 350 пин ытла тенкине вăрланă.
Июлĕн 6-мĕшĕнче шар курнисен списокĕнче — саккăрăн. Вĕсенчен вăрланă укçа виçи те пысăк — пĕтĕмпе миллион тенке яхăнах. Çав кун та темиçе çын интернет-сутуçăсене ĕненсе укçасăр юлнă. Интернет урлă йÿнĕ тавар сĕнекенсене ĕненсе вĕсем кашниех 15 пин е ытларах укçа куçарнă, тавар килменнине кура онлайн-клиентсем пĕри те тепри полицирен пулăшу ыйтнă.
Тăватă çынна суя банкирсем шăнман пăр çине лартса хăварнă. Контактсăр майпа вĕсен 927 пин тенкине вăрланă. Тĕслĕхрен, Шупашкарта пурăнакан 54 çулти арçынна палламан çын шăнкăравланă, банкран саккуна пăсса кредит илни çинчен каласа тĕлĕнтернĕ. Хăйĕнпе банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ тесе паллаштарнăскер, арçыннăн карточки çине «ăнсăртран» куçарнă укçана тавăрма ыйтнă. Вăл каласа пынипе тивĕçлĕ операцисене пурнăçланă май карточка хуçи дистанци мелĕпе кредит илсе ултавçа 210 пин тенкĕ куçарса панă.
Паллах, преступниксене шыраççĕ, полици вара черетлĕ хут асăрхаттарать: сыхă пулăр, пĕлмен-палламан çынсемпе хутшăннă чух асăрханулăха ан çухатăр. Такамсем сĕннипе банк операцийĕсене пурнăçлама кирлĕ мар. Интернетра тавар туяннă чухне пĕли-пĕлми счетсем çине укçа куçарма ан васкăр, тавар килессин шанчăклăхне курса ĕненсен кăна тÿлĕр. Интернетра такамсенчен илнĕ ссылкăсемпе шанчăксăр сайтсене ан кĕрĕр — вируслă сайтсене лексе улталанма пултаратăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *