«Чăваш Ен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программи» проекта сÿтсе явнă чух кашни ларăвĕнче тенĕ пекех «Регионсен аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед ытларах программăна туса хатĕрленĕ экспертсене мар, дискуссие хутшăнакансене ырларĕ. Çав вăхăтрах çак тĕп ĕçĕн пĕлтерĕшне чăнах та пысăка хурса хакламалла. Тĕрĕссипе, республикăн истори, çут çанталăк, демографи тата социокультура уйрăмлăхĕсене шута илсе экономикăпа социаллă лару-тăрăва тарăннăн тишкерни Чăваш Ен историйĕнче пĕрремĕш хут пулчĕ. Программа «ыратакан» вырăнсене тупса палăртнипе кăна мар, вĕсене сиплемелли «рецепт» çырса панипе те паха. Çакна июнĕн 24-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕ те çирĕплетсе пачĕ.
Тĕп доклада туса панă Игорь Меламед программăн аналитика пайĕн тĕшшине ансат та меллĕ уçса пачĕ: «Республика аталанăвĕ хăçан урăх çулпа кайма тытăннă тата çакă мĕнпе палăрнă; Пирĕн чи малтанах çак ыйтăвăн хуравне тупмалла». Çак сăмахсем Олег Николаев Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне пĕлтĕр панă ыйтусемпе пĕр килеççĕ: «Унчченхи плансене пурнăçланин пĕтĕмлетĕвне объективлă тишкерÿ тумасăр Чăваш Ен аталанăвĕн тĕрĕс стратегийĕ çинчен калаçасси те ыйтуллă пулать. Мĕн-ха вăл стратегилле планласси? Ансат чĕлхепе калас пулсан, вăл — виçĕ тĕп ыйту çине хурав пани: «Мĕн тунă? Паян эпир ăçта? Ыран эпир мĕн тăвасшăн;»
Статистика даннăйĕсем тăрăх, 1997 çулта шалти мĕн пур продукци аталанăвĕн векторĕ — экономика лару-тăрăвĕн тĕп кăтартăвĕ — Раççейĕпе вăтамран тата Чăваш Енĕн пĕтĕмпех пĕр пек пулнă. Урăхла каласан пирĕн республика çĕршывпа «пĕр тан утнă». Хыççăн кая юлма пуçланă. Çапла тепĕр 10 çултан, 1997 çулти шайпа танлаштарсан, Раççейĕпе шалти мĕн пур продукцин вăтам кăтартăвĕ 178 процент пулнă, Чăваш Енпе — 156 процент. Ку республикăшăн вилĕмпе танах пулман-ха. Хыççăнхи вунăçуллăхра чăн-чăн хăрушлăх пуçланнă. Çакна пуçараканĕ 2008 çулти кризис пулса тăчĕ, Чăваш Ен, Раççейри ытти нумай регионпа танлаштарсан, унран юсанса тухма пултараймарĕ. Ĕненме йывăр та, анчах регионăн шалти мĕн пур продукци ÿсĕмĕн кăтартăвĕ 2018 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх… 2007 çулти пекех юлнă. Кунта вăл вăхăтра Чăваш Ен экономика министрĕ пулнă, халĕ айăпланă Владимир Аврелькин каланă сăмахсене аса илмесĕр май çук: «Эпир япăх мар ĕçленĕ-ха, ĕçĕ кÿршĕсем чылай мала кайнинче!»
Хăйне тата вăл вăхăтри хăйĕн ĕçтешĕсене комплиментсем калас тенĕ министр мĕн тесшĕн пулнине калама хĕн, анчах та вăл пĕчĕк çеç аналитика тишкерĕвне тунă пулсан пуçне ярса тытатчĕ. Сăлтавĕ те пур. Çапла 2008 çулхипе танлаштарсан экономикăри пĕрлештернĕ пур тĕп кăтарту та япăхланнă: ĕç тухăçлăхĕ те, производство фончĕсен эффективлăхĕ те, бюджетри тÿлевсем те, экономикăри кашни çын пуçне явăçтарнă инвестицисем те, тĕп фонда, регионăн шалти мĕн пур продукцине хывнă инвестицисем те, инновацилле аталаннин кăтартăвĕсем те — пĕр сăмахпа каласан, пур çĕрте те пăтăрмах. Çакă паллах, пĕтĕмпех республикăра пурăнакансен пурнăçĕ çинче те палăрнă. Сăмахран, çынсен пурнăç пахалăхĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ тăрăх 2012 çулта Чăваш Ен 32-мĕш вырăнта пулнă, тепĕр 7 çултан вара 44-мĕш вырăна анса ларнă.
Унчченхи публикацисенче те палăртнăччĕ, промышленноç тÿпи, тĕрĕсрех каласан, туса кăларакан промышленноç тÿпи, Раççейри вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, Чăваш Енре регионăн шалти мĕн пур продукци структуринче палăрмалла пысăк — 29 процент, çĕршыври вăтам кăтарту — 9 процент. «Ылтăн çăмарта тăвакан чăхха» ачашламалла кăна пек, анчах та ку енĕпе те пăтăрмах сиксе тухнă. Отрасль кăтартăвĕсене пăхсан отрасль япăх аталанса пыма тытăнни тÿрех куçа курăнать. Тĕп даннăйсем вырăнне 1990 çулти кăтартусене илсен çакă палăрать: 2008 çулти кризис хыççăн промышленноç продукцийĕ туса кăларассин калăпăшĕ Раççейре вăтамран 29 процент чухлĕ чакнă, Чăваш Енре — 41 процент чухлĕ. Хыççăн экономикăна ура çине тăратас ĕç пуçланнă. Çапла 2019 çул тĕлне çĕршывра пĕтĕмĕшле 1990 çулти шаях тухнă пулсан, Чăваш Енре ку кăтарту 68 процентпа кăна танлашнă. Ытти регионсене промышленноçа çавăн пек хăвăртлăхпа тавăрма мĕн пулăшнă-ха? Пĕрремĕшĕнчен, шалти резервсене пурне те усă курни, производствăна аталантарассин йĕркине лайăхлатни, çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме тытăнни тата инвестицисене активлă явăçтарни. Чăваш Енре вара, шел пулин те, çакăнпа нимĕнпе те мухтанма пултарайман. Пĕр сăмахпа каласан, иртнĕ 10 çул аталану майĕсене алăран вĕçертнĕ çулсем пулса тăнă.
Çакна май ыйту тухса тăрать: «Промышленноçри лару-тăрăва лайăхлатас тесен мĕн тумалла? Ăна вăйлăн аталантарма шанăç пур-и?»
Çак ыйту çине Программа çирĕплетÿллĕ хурав парать. Çапла мероприятисен планне е, тепĕр майлă каласан, промышленноç комплексне аталантарассинчи тĕп ыйтусене татса памалли çул-йĕр карттине туса хатĕрленĕ. Унта йĕркелÿ, нормăпа право, институтсен тата пĕтĕмĕшле тытăмăн пурĕ 59 мероприятине уççăн çырса панă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕтĕмĕшле экономика характерлă тата вĕсем ытти планпа, мероприятисемпе çывăх, анчах та вĕсен пĕрпеклĕхне тупса палăртнă тата çыхăнăвне йĕркеленĕ, çапла майпа вĕсем пĕр тытăм пулса тăраççĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕсене пурнăçласси федераци министерствисемпе тата ведомствисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме ыйтать. Программăра ку саманта та палăртнă. Унта Олег Николаев хутшăннипе кăна пурнăçланма пултаракан программăсемпе программа хушăмĕсене уйрăммăн кăтартнă. Çакăн пек хутшăну пулни вĕсене пурнăçланине контрольлеме кăна мар, «килте туса кăларнине» федераци программисемпе нацпроектсене кĕртсе вырнаçтарма май памалла, çавăн пекех, тĕлĕнмеллерех илтĕнет пулин те, республика интересĕсене палăртса тĕп влаç органĕсемпе калаçса татăлма пĕлни кирлĕ, кăна вара Олег Николаев пултарать.
Конкретлă мĕн сĕнеççĕ-ха Программăна туса хатĕрлекенсем промышленноç сферинче; Сăмах май, вĕсен «рецепчĕ» универсаллă, çавăнпа та вăл Чăваш Еншĕн кăна мар, ытти регионсемшĕн те юрăхлă.
Пĕрремĕшĕнчен, Раççейре туса кăларакан продукцие сертификацилессипе çыхăннă тăкаксене пĕчĕклетесси. Практика кăтартса панă тăрăх, правительство юлашки çулсенче тĕрлĕ мерăсем йышăннă пулин те, тавара рынока кăларма продукцие сертификацилессипе çыхăннă пăтăрмахсем ура хураççĕ: ăна туса хатĕрлессин срокĕ вăрăм, бюрократи пăтăрмахĕсем, çавăн пекех пĕчĕк мар тăкаксем.
Иккĕмĕшĕнчен, унчченхи СССР республикисем пулнă патшалăхсен хушшинчи коопераци çыхăнăвĕ анлăланса пынăран, Еврази экономика союзĕн таможня чикки урлă илсе каçаракан продукцие контрольлессипе пĕрлехи система кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче программăна сÿтсе явма хутшăнакансенчен пĕри — «Сеспель» акционер хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев шăпах çакăн пирки каланăччĕ. Икĕ çул каяллах предприятие Олег Николаев килсе курнă чухне вăл çăхавласа çакна пĕлтернĕччĕ: таможня хутшăнăвĕсене йĕркелекен саккунсенчи çитменлĕхсемпе усă курса ют çĕршывсенче усă курнă транспорт техники Белорусси чикки урлă Раççее лизинг майĕпе каçса питĕ нумай килет, ăна Раççейре сертификацилемен, вăл вара çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Çак ыйтупа тепри те çыхăннă. Ăна та Программăна хатĕрлекенсем татса пама сĕнеççĕ. Сăмах Раççейри предприятисенче туса кăларакан продукци евĕр оборудованисене ют çĕршывран турттарса кĕнĕшĕн пошлинăна отрасльти номенклатурăпа палăртнă тăрăх çирĕплетмелли пирки пырать. Апла Раççейре туса кăларман ют çĕршыв продукцийĕ тĕлĕшпе мĕнле пулмалла-ха? Вĕсемшĕн вара, импорт оборудованийĕ вырăнне хамăрăннине кăларассинче усă куракан уйрăм комплект хатĕрĕсемшĕн çеç, таможня пошлинине пĕчĕклетме сĕнеççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, Программăра палăртнă проектсене пурнăçласси 14 муниципалитетри 73 предприятие пырса тивет. Паллах, кун пек плансене пурнăçа кĕртме пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. Çапах та çак çăмăл мар ыйтăва та программăна хатĕрлекенсем тарăннăн тĕпченĕ тата финанслассин механизмне конкретлă çырса панă.
А.КРЯЖИНОВ.