Уй-хирте

Уй-хирте

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн çуллахи тĕп ĕçсенчен пĕри — утă хатĕрлесси. Çак енĕпе районти хуçалăхсем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ, выльăхсене хĕл каçармалăх çителĕклĕ апат янтăлас тесе шăрăха пăхмасăр хиртен кĕме те пĕлмеççĕ.
Хуçалăхсенче пĕр çул ÿсекен курăксене пурĕ 263 гектар çинче çулнă, çав шутра «Дружба» ЯХПКра — 90 гектар, «Родина» ОООра — 50 гектар, «Слава» ЯХПКра тата «Сюрбеево» ОООра — 45-шер гектар, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕнче — 33 гектар. Нумай çул ÿсекен курăксем пурĕ 4270 гектар çинче çитĕнеççĕ. Вĕсенчен 4225 гектар çинчи курăка çулса пĕтернĕ. Районти хуçалăхсем пурĕ 8213 тонна утă янтăланă, ку маларах палăртнин 103 проценчĕпе танлашать. Çав шутра «Асаново» ЯХПКра — 1050 тонна, «Слава» ЯХПКра — 640 тонна, «Труд» ЯХПКра 518 тонна утă хатĕрленĕ.
Хуçалăхсем пурĕ 11406 тонна сенаж хывнă, çав шутра «Урожай» колхозра — 2100 тонна, «Дружба» ЯХПКра — 1300 тонна, «Восток» ЯХПКра — 1078 тонна. Çавăн пекех 2100 тонна силос хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Дубовка» ОООра ?1400 тонна/, «Восток» ЯХПКра ?600 тонна/ тата «Победа» ЯХПКра ?100 тонна/ пикенсех ĕçлеççĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *