Авалхи Руç вăхăтĕнчех суту-илÿ экономикăпа политика пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăннă. Рынок хутшăнăвĕсем аталанса пынă май сутуçă профессийĕ чи кирлисенчен пĕри пулса тăнă. Ĕлĕкрех ытларах арçынсем çак ĕçре ĕçленĕ пулсан, халĕ чылай чухне хĕрарăмсем сутуçăра вăй хураççĕ. Вĕсемех çак отрасльте йăлана кĕрсе юлчĕç тесен те тĕрĕсех пулать пулĕ.
«Кунта хĕрсем кăмăллă, илĕртÿллĕ, хаваслă йăл кулăллă, яланах пирĕн çине тимлĕх уйăраççĕ», — тесе калаçу пуçласа ячĕ пĕр пĕлĕш Комсомольскинчи Автотуртан тухнă чухне. Çак тĕлпулу сутуçăсем çинчен статья çырма хускатса ячĕ. Суту-илÿ ĕçченĕсемпе эпир кашни кунах тĕл пулатпăр. Нумай лавккана унти тавар сутакансене пулах кĕрес килет, вĕсен ăшă кăмăлĕ çынна хавхалантарать, хаваслантарать.
Автотурта ĕçлекен сутуçăсенчен пĕринпе паллашар-ха. Туянакансене яланах ăшă кулăпа, лайăх кăмăлпа кĕтсе илекен Галина Зайцевăна район çыннисенчен чылайăшĕ паллать пулĕ.
1975 çулта Валентина Ильиничнăпа Виталий Деомидович Ананьевсен çемйинче хĕрпĕрчи çут тĕнчене килнĕ, ăна Галя ят хунă. Çемьери 4 пĕртăван пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, аслăраххисем кĕçĕннисене пулăшса пынă. Гальăн ашшĕпе амăшĕ Комсомольскинчи райпо тытăмĕнче нумай çул хушши вăй хунă. Шкул пĕтерсен çамрăк хĕр Шупашкар хулине вĕренме тухса каять. Планпа экономика техникумĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе бухгалтер специальноçне алла илет. 1992 çулта «Тав» ООО-ра склад заведующийĕнче ĕçлеме пуçлать.
Вăхăт иртнĕçемĕн пултаруллă хĕр Александр Зайцевпа çемье çавăрнă. Халĕ вĕсем икĕ ывăла тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшаççĕ, хуçалăха та тирпейлĕ тытса пыраççĕ. Галина Зайцева пурнăçра çемье çине пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун хăй тĕллĕн ĕçлекен предприниматель: «Çамрăк чухне нихăçан та лавкалла выляман, хама бухгалтер вырăнĕнче кураттăм. Мана хут çинче çырма, шутлама килĕшетчĕ, шкулта математика предметне килĕштереттĕм. Ăсра шутлама пултарни мана ĕçре питĕ пулăшса пырать», — тесе йышăнать.
Галина Зайцева ыркăмăллăх акцийĕсене темиçе хутчен те хутшăннă, нумай çынна йывăр вăхăтра пулăшнă. Ыркăмăллăх сутуçăшăн питĕ пысăк паха ен пулса тăрать. Халăх ăслăлăхĕ çапла калать: сутăн илекен, туянакан яланах тĕрĕс. Çакна тĕпе хурса тăрăшать Г.Зайцева. Пултаруллă чăваш пикине ĕçре ăнăçу сунатпăр!
П.ЗАЙЦЕВ.