Вуттăн алли вăрăм

Вуттăн алли вăрăм

— Эпир çитнĕ çĕре çурт çунма тытăннăччĕ. Çил вăйлă пулнăран вут-çулăмпа кĕрешме çăмăл пулмарĕ. Вăл вăйлăрах та вăйлăрах алхасррĕ. Вут-çулăм пурăнман икĕ çурта тата урам урлă вырнаçнă икĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх тытакан хуралтăсене пĕтерчĕ. Пурте пĕрле çулăмпа кар тăрса кĕрешнĕрен çынсем пурăнакан çуртсене сыхласа хăварма май килчĕ. Хальлĕхе вут-çулăм ăçтан тата мĕнле тухни паллă мар, — пĕлтерчĕ Михаил Дряблов.
— Пушар — хăрушă. Кĕçĕн Каçал ялĕнче алхаснă вут-çулăма пур йышпа кар тăрса сÿнтерни ăна малалла алхасма памарĕ. 20 яхăн техника шыв турттарса тăчĕ, ялта, таврари ялсенче пурăнакансем пурте витре йăтса пушар сÿнтерчĕç. Çавна май çынсем пурăнакан çуртсене сыхласа хăварма пултарчĕç. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем инкекре пĕр-пĕрне пулăшни пĕтĕмпех куç умĕнче пулчĕ. Пушар тухнине пĕлсессĕнех хуçалăхсен, ял тăрăхĕсен, уйрăм çынсен автомашинисем шыв тултарса вут-çулăмпа кĕрешме çитрĕç, çынсем вăй çитнĕ таран шыв йăтрĕç. Пурте пĕрле кар тăрса вут-çулăмпа кĕрешрĕç. Пушар сÿнтернĕ çĕре хутшăннă кашни çынна, районти хуçалăхсемпе организацисен ертÿçисене техникăпа тивĕçтернĕшĕн тав тăва-тăп, — пĕлтерчĕ вут-çулăм алхасакан вырăна тÿрех çитнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
Палăртса хăваратпăр: пушар сÿнтерме районти 31-мĕш пушар чаçĕн, «Асаново», «Восток» ЯХПКсен, «Сельхозхимия» ОООн, «Слава картофелю» агрофирма ОООн, Чĕчкен, Урмаел, Кĕçĕн Çĕрпÿел ял тăрăхĕсен, Комсомольскинчи вăрман хуçалăхĕн автомашинисемпе тракторĕсем килсе çитнĕ. Унпа пĕрлех харпăр хăй хуçалăхĕнчи автомашинăсем те пушар сÿнтернĕ çĕре хутшăннă. Пурте вут-çулăмпа кĕрешнĕ, никам та айккинче юлман. Çакă ытти çуртсене пушартан сыхласа хăварма пулăшнă та.
«Ял çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет. Халĕ шăрăх çанталăк тăнă май, уйрăмах вут-çулăм тухас хăрушлăх пысăк. Ачасене те тимлĕхсĕр ан хăварăр, шăрпăкпа выляма, кăвайт чĕртме юраманнине асăрхаттарăр, электроприборсемпе те тимлĕ пулăр. Вут-çулăмăн алли вăрăм. Çакна асра тытăр. Пушар тухнине курсассăн тÿрех 01 е 112 номерсемпе шăнкăравлăр. Ăçта тата мĕн çуннине лайăх ăнлантарса парăр. Инкекре кашни минут хаклă, — пĕтĕмлетрĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин.

А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *