Юратнă çын çумра пулни телей кÿрет

Юратнă çын çумра пулни телей кÿрет

2008 çултан пуçласа июлĕн 8-мĕшĕнче Раççейре кашни çулах Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. Çак кун пĕр çемье чăмăртаса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса нумай çул пурăнакансене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысласси йăлана кĕчĕ. Кăçал та 50 çул ытла пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатакан 3 мăшăра районти ЗАГС уйрăмне йыхравласа чысларĕç.
Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Вера Семеновнăпа Николай Михайлович Буслаевсем, Комсомольскинче пурăнакан Любовь Петровнăпа Василий Иванович Пундяковсем, Галина Викторовнăпа Александр Петрович Хромовсем пĕр-пĕрне савса, пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе пырса, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пулса çур ĕмĕр ытла пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаççĕ. Вĕсен юратупа ăнлану, шанчăклăхпа килĕшÿ çинче тытăнса тăракан çемйисенчен тĕслĕх илмелли пурах. Ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă вĕсем, халĕ куç тулли мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Пĕрлешнĕренпе нумай çул иртнĕ пулсан та вĕсен юрату кăвайчĕ халĕ те ялкăшать, çемье вучахĕн ăшши хĕллехи шартлама сивĕсенче те чун-чĕрисене ăшăтса тăрать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов мăшăрсене ăшшăн саламларĕ, «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсемпе чысласа малашне те килĕштерсе пурăнма, çемье хаклăхне упраса ламран-лама парса пыма сунчĕ. Çавăн пекех Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Хĕрарăмсен канашĕн» районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова уявăн тĕп хăнисене — килĕшÿллĕ мăшăрсене салам сăмахĕсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн символĕ — салтак тÿми чечекĕ. Вăл шăпах таса юратăва, шанчăклăха сăнарлать. Çавна май çемьесене салтак тÿмисен çыххисем парнелерĕç. «Киле çитсен çеçкесене тата-тата «юратать е юратмасть» тесе тĕпчесе пĕлме те пултаратăр», — шÿтлерĕ Александр Осипов мăшăрсене саламланă май. Çак çемьесемшĕн хуравĕ, паллах — «юратать». Урăхла май та çук, шăпах юрату çинче çемье вучахĕ тытăнса тăрать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *