Юлашки кунсенче коронавирус чирне пула вилнисен йышĕ тăруках нумайланнă. Чăваш Енре утă уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 43 çын вилнĕ/районта 2 çын/, 5590 çын инфекциленнĕ /районта 176 çын/.
Коронавируспа чирлекенсен йышĕ кăштах чакма тытăнсанах çынсем лăпланчĕç пулмалла. Маска тăхăнман çынсем курăна пуçларĕç, обществăлла вырăнта çÿрекенсем те йышланчĕç. Мобильлĕ ушкăнсем тăтăшах рейдсене тухаççĕ, санитари нормине пăхăнмаллине асăрхаттараççĕ, ăнлантараççĕ. Апла пулин те халăх ăнланма тăрăшмасть. «Лăпланма вара иртерех-ха», — пĕлтереççĕ мобильлĕ ушкăн членĕсем. Лару -тăру мĕнле пуласси чи малтанах хамăртан килет. Çавăнпа та маска, перчетке тăхăнма, санитарипе гигиена нормисене çирĕп пăхăнма манас марччĕ.
Районта пурăнакансене çине тăрсах ыйтатпăр: палламан çынсене ан ĕненĕр, банк карттисен даннăйĕсене ан пĕлтерĕр, укçа куçарса ан парăр. «Банкăн хăрушсăрлăх службинчен» шăнкăравлакансене те ан шанăр. Кун пек чухне банк картти çинче кăтартнă номерпе хăвăр шăнкăравласа ултавçă калани чăна килменнине тĕрĕслеме пултаратăр.