Понедельник, 7 октября

Каллех шар курнă

Каллех шар курнă

«Тархасшăн, ултавçăсенчен сыхланăр!» — тесе кăшкăрас килет пурте илтмелле, мĕншĕн тесен каллех пирĕн район çынни ултавçăсен серепине çакланса шар курнă.
Çак кунсенче Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан А. патне палламан çын шăнкăравланă, хăйĕнпе «Сбербанк» ПАОн тата «Россельхозбанк» АОн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Палламан çын А.-н счечĕ çинчи укçана Уфа хулинче такам илесшĕн пулнине пĕлтернĕ, ăна вăрлаттарас мар тесен «Россельхозбанкри» счет çинчи укçана илсе палăртнă мобильлĕ номер çине куçарма каланă. Ултавçă каланă номер çине А. пурĕ 246 пин тенкĕ куçарса парса шăнман пăр çине ларса юлнă.
Халĕ полици ĕçченĕсем ултавçăна тупса палăртас енĕпе ĕçлеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *