Пятница, 4 октября

Библиотека çĕнелет, никĕсĕ те çирĕпленет

Библиотека çĕнелет, никĕсĕ те çирĕпленет

— Пурлăх никĕсĕ çĕнелнипе пĕрлех кĕнекесен фончĕ те пуянланнине палăртма уйрăмах кăмăллă. 800 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ литература килчĕ. Асăннă кĕнекесем хушшинче вырăс литературипе пĕрлех хамăрăн Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем йышлă пулни савăнтарать. Ача-пăча, аслăрах ÿсĕмрисем валли те темĕн чухлех, — савăнăçне пытараймасть культура тытăмĕнче 19 çул, вăл шутра 7 çул директорта ĕçлекен Инна Петровна.
«Кĕнеке — çын туса кăларнă чи пысăк пĕлтерĕшлĕ культурăллă япаласенчен пĕри. Çакă никамшăн та тĕлĕнмелле япала ан пултăр, çавăнпа та кирек хăш çĕршывăн культуринче те библиотека тĕп вырăн йышăнать. Енчен те университетсемпе институтсем çухалсан та, лайăх йĕркеленĕ библиотека пулсан, культурăна çĕнĕрен чĕртсе тăратма май пур», — çакăн пек палăртнă Раççейри паллă филолог тата культуролог Дмитрий Сергеевич Лихачев.
Паян библиотекăсем çынсене кĕнекесемпе анчах тивĕçтермеççĕ-ха. Хăйне евĕрлĕ культура, вĕренÿ, ăс-хакăла аталантаракан центрсем шутланаççĕ. Тĕрлĕ ăру çыннине пĕр çĕре пухаççĕ. Çакна Комсомольскинчи тĕп, ача-пăча, ялсенчи вулавăшсенче ирттерекен мероприятисем те çирĕплетеççĕ. Пĕр уява та, паллă пулăма та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ библиотека ĕçченĕсем: тематикăлла кĕнеке куравĕсем, пултарулăх каçĕсем, конкурс-викторинăсем, тĕлпулусем йĕркелеççĕ, халăха тĕрлĕ енлĕ пултарулăха явăçтарма, кĕнеке-журналсемпе интереслентерме тăрăшаççĕ. Эппин, ачасен, аслăрах ÿсĕмрисен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесен вулавăшсен те паянхи пурнăçпа пĕр тан утмалла, килен-каяна хăтлăхĕпе илĕртмелле. Хăрушсăрлăха та куçран вĕçертеймĕн.
Çакна тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикинчи çынсен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указне тĕпе хурса Комсомольскинчи тĕп тата ача-пăча вулавăшĕсенче, районти 6 ялти — Нĕркеçри, Александровкăри, Аслă Çĕрпÿелти, Çĕнĕ Мăратри, Элпуçри, Аслă Чурачăкри — библиотекăсенче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме май килнĕ.
Указпа килĕшÿллĕн библиотекăра юсав ĕçĕсем ирттерме май пулнипе район администрацийĕ те çакăнтан пăрăнса юлма пултарайман. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе тăратнă. Юсав ĕçĕсене кам ирттерессине палăртас тĕлĕшпе конкурс ирттернĕ. «Циркон» ООО подряд организацийĕ выляса илнĕ ăна. Сăмах май, Комсомольскисем те ку енĕпе пуçарулăхпа палăрнă. Çĕршывра коронавирус эпидемийĕ пуçланиччен асăннă ĕçсене пурнăçлама хăйне евĕрлĕ ирĕк илнĕ. Çав вăхăтрах ытти муни- ципалитетсенче ĕçе вăраха тăсса янăран, юсав ĕçĕсене ирттерме чарнă. Тĕп вулавăш директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн çурринче строительсем ĕçлеме пуçланă.
— Ĕçченсем библиотека маччине тĕпрен çĕнетрĕç, çĕнĕ технологисемпе усă курса турĕç. Стенасем та вырăнăн-вырăнăн самаях япăхнăччĕ. Вĕсене сăрласа тикĕслерĕç. Урайне те тÿрлетнĕ, линолеум сарнă. Чăн-чăн специалистсемех пулнăран асăннă ĕçсене кĕске вăхăтра тата типтерлĕ пурнăçлани кăмăла çĕк- лет, — пÿлĕмсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май пĕлтерет Инна Ядрова директор.
Ача-пăча библиотекин сăн-сăпачĕ те улшăннă. Пÿлĕме пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен материал- семпе усă курса хăтлăх кĕртнĕ. Пур çĕрте те алăксене çĕнетни те тÿрех куçа курăнать. Пĕтĕмпе пĕр миллион та сакăр çĕр пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ача-пăча вулавăшĕнчи сĕтел-пукана та çĕннипе улăштарнă.
Хăтлăх кĕртнипе пĕрлех пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетеççĕ. Инна Ядрова çĕнĕ сĕтел-пукан, кĕнекесен хальхи йышши çÿлĕкĕсем килсе çитнине, вĕсене пĕтĕмпех вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Ачасемпе, йышлă халăхпа тĕрлĕ мероприяти ирттерме микрофонсемпе те, пысăк экранпа та, видеопа та тивĕçтернĕ. Ача-пăча библиотекине малашне вĕтĕр-шакăр ытларах çÿреме пуçласси иккĕлентермест. Кунта пĕчĕккисен ăс-хакăлне аталантарма услови çителĕклĕ. Тата хальхи йышши ытти техника туянма пĕтĕмпе 800 пин тенкĕ уйăрнă.
Библиотека директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, вулавăшсенче юсав ĕçĕсем июнь уйăхĕнче вĕçленнĕ. Строительсем пÿлĕмсене хăтлăх кĕртнипе пĕрлех сĕтел-пукана та лартса пынă. Библиотека ĕçченĕсем вара кĕнекесене вырнаçтарнă.
Çакна та асăнса хăвармалла, районти тĕп библиотека — юсав ĕçĕсем ирттернипе, ялсенчисем çĕршыври эпидеми лару-тăрăвне пула çынсене пĕр вăхăт хушши йышăнмарĕç пулин те, ĕçлемесĕр ларман кунта тăрăшакансем. Республика, Раççей шайĕнче иртекен онлайн-мероприятисене хастар хутшăннă, хутшăнаççĕ те. Вĕсене вара ачасене те, аслăраххисене те явăçтараççĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш Енри вулавăшсене çынсене йышăнма ирĕк пани те савăнтарать. Чи пĕлтерĕшли — кунта санитари нормисене çирĕп пăхăнмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *