Кун пекки ку таранччен пулман, пулма та пултарайман — июнĕн 24-мĕшĕнче, республикăн 100 çулхи юбилейне хĕрсе паллă тунă вăхăтра, йăлана кĕнĕ йĕркепе хĕрлĕ хăюсене касас вырăнне, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче регионăн пилĕк çуллăхри аталану стратегине сÿтсе явнă. Çак паллă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевсăр пуçне Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, «Регионсен Аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн» тĕп директорĕ Игорь Меламед, вăл ертсе пынипе программăн проектне пурнăçланă тата республикăн пысăк предприятийĕсемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ мероприятин пĕлтерĕшне унăн ĕçне видеоконференц çыхăну мелĕпе Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ Алексей Беспрозванных, «Корпораци «МСП» акционерсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ — генеральнăй директорĕ Александр Браверман, «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерцире тăман организацин директорĕ Ирина Макиева тата федераципе республика ведомствисен ытти ертÿçисем, çавăн пекех хаклă хăнасем хутшăнни çирĕплетет.
Николай Федоровăн служба ĕçĕсемпе Мускава çийĕнчех тухса кайма тивнĕрен, Канаш ларăвне ертсе пыракан Анатолий Аксаков ăна пĕрремĕш сăмах панă. Николай Васильевич яланхиллех Чăваш Ене ертсе пынă çулсене аса илнĕ, Шупашкар хулин влаçне кăшт критикленĕ. Программа çинчен калаçнă май Николай Васильевич унта тата мал ĕмĕтлĕ тĕллевĕсене курассине палăртнă, хăйĕн шухăшне çапла пĕтĕмлетнĕ: «Хисеплĕ Олег Алексеевич, эпир сире пулăшма яланах хатĕр». «Эпир» тенинче Николай Федоров Федерацин икĕ органĕнче вăй хуракан чăвашсене, çав вăхăтрах хăйне те шута илнине пĕлтернĕ.
Олег Николаев, ун хыççăн сăмах илнĕскер, хăйĕн çине тиенекен яваплăх калăпăшне ăнланнине çирĕплетнĕ: «Эпир пурте лару-тăрăва йĕркене кĕртсе лайăх кăтарту илессишĕн çунатпăр… Вĕсем патне çитес тесен граждансен общество пур институчĕпе тата кашни депутатпа тачă çыхăну тытмалла».
Программа çинчен калаçнă май Олег Николаев ĕçĕн конкретлă планне туни тĕп задачăсенчен пĕри пулнине уçăмлатнă. «Пирĕн республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн уйрăм планĕ пур, — аса илтернĕ вăл. — Кĕçех ăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕç. Эпир паян сÿтсе явакан программа çĕнĕ верси шутланать, ăна пĕр уйăхра ĕçе кĕртĕç. Эпĕ çак программăна муниципалитет ертÿçисене халăхпа сÿтсе явма сĕнесшĕн. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен июлĕн 24-мĕшĕнче документа çирĕплетме палăртатпăр. Унăн конкретлă ĕçсен программи пулса тăмалла, ытти программăсемпе тĕллевсем çине ырă витĕм кÿмелле… Тен, пирĕн çак программăна республикăн 2035 çулчченхи стратеги аталанăвне кĕртмелле е саккунпа çирĕплетмелле… Хамăр мĕн пур вăя пĕрлештерсен кăна, ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама пултаратпăр».
Олег Николаев ăнсăртран мар программăсен пĕрпеклетеслĕхĕ çине пусăм тунă. Мĕншĕн тесен Игорь Меламед каланă тăрăх, Чăваш Ене паянхи кун «аталану программин тата стратеги планĕн кирлĕ документсен пĕтĕм пуххипе» туллин тивĕçтернĕ. Тĕслĕхрен, 2035 çулчченхи аталану стратегине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне, Чăваш Республикин аталанăвне тÿрремĕн пырса тивекен патшалăхăн 23 программи ĕçлет. Ку çеç те мар. Республика федерацин 52 тата 11 наци проектне хутшăнать. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине Чăваш Республикине пăхса тăракан Раççейĕн Суту-илÿпе промышленноç министерствипе пĕрле пăхса тухса çирĕплетнĕ.
«Çавăнпа та çак документ документсен системи валли мар, хамăра валли, аталанăвăн тĕрĕс мар сăлтавĕсене ăнланма тата йăнăш утăмсене тÿрлетме конкретлă ĕçсем йышăнма кирлĕ пулнă, — ăнлантарнă Игорь Меламед. — Çакăн йышши документа — Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине — туса çитернĕ, Аслă экономика канашĕ умне паян тăрататпăр».
Темăна федерацин ведомствисемпе организацисен представителĕсем: Алексей Беспрозванных, Александр Браверман, Ирина Макиева, çавăн пекех малтан та проекта сÿтсе явнă çĕре хастар хутшăннă Федерацин сывлăх сыхлавĕн сферинчи надзор службин ертÿçи Алла Самойлова — малалла тăснă.
Вĕсен шухăшĕнче Чăваш Республикине юбилейпе саламлани тата программăна малалла пурнăçа кĕртес ĕçре пулăшма хатĕр пулни палăрнă.
Аслă экономика канашне хутшăннă кашни сумлă çыннăн сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă пулин те, Алексей Беспрозванных тухса калаçни пурне те тыткăнланă. Кĕтни йăлтах пурнăçа кĕнĕ. Унăн сăмахĕсем чуна ăшăтнă: «Пур регионта та Промышленноç аталанăвĕн фончĕсене укçа-тенкĕпе çакнашкал тивĕçтереççĕ: федераци хыснинчен — 70 процент, регионăннинчен — 30 процент. Эпир Чăваш Ен валли çак пая 10 процент таран чакартăмăр, урăхла каласан, федераци хыснинчен укçа-тенкĕ 90 процент чухлĕ килĕ».
Аслă экономика канашĕн ларăвĕ вĕçленнĕ хыççăн правительствăн çак йышăнăвне Анатолий Аксаков çапларах хак панă: «Чăнласах та, çакнашкал практика пур. Анчах та çак çăмăллăхпа шутлă регионсем çеç усă кураççĕ. Пирĕн республика та вĕсен шутĕнче. Çакă çĕршыв ертÿлĕхĕ Олег Николаева пулăшса пынине тата ăна шаннине палăртать. Кунсăр пуçне, правительство Чăваш Ене пулăшма хатĕр, сăмах май, пулăшать те. Ку Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программинче палăртнă статьясемпе пунктсене лайăх туса çитернине тата укçа-тенкĕ ахаль тăкакланманнине çирĕплетет».
Игорь Меламед та, ытти чухне хăйне алра тытаканскер, федераци шайĕнчи хăнасем тухса калаçнă хыççăн кăмăл-туйăмне пытарайман, Чăваш Ене кÿрекен пулăшу хăйне май «парне» пулнине каланă.
Лару вăхăтĕнче Анатолий Аксаков канашлăва килнисене экономикăра çирĕп пăхăнмалли пĕр саккунпа паллаштарнă: «Инвестицисĕр ÿсĕм çук, ÿсĕмсĕр — тупăш, тупăшсăр шалу тата лайăх пурнăç пулмасть».
Пурте, паллах, Игорь Меламед тухса калаçасса кĕтнĕ. Анчах та Чăваш Ен экономикин анализне тума тытăниччен Игорь Ильич программа проектне сÿтсе явас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. «Чи малтанах хăш-пĕрисем проект патне сиввĕн пычĕç. Апрелĕн 24-мĕшĕнче проектăн пĕрремĕш варианчĕпе паллаштартăмăр. Вăл республика халăхĕн, муниципалитетпа патшалăх влаçĕсенче тăрăшакансен пултарулăх вăй-хăватне вăратрĕ. Эпĕ хамăн вăтăр çулхи практикăра проектсене çапларах сÿтсе явнине астумастăп. Пирĕн пата 500 ытла сĕнÿ килчĕ. Видеоçыхăну мелĕпе вăтăр ытла канашлу иртрĕ. Эпир пур сĕнĕве те шута илме тăрăшрăмăр. Çавна май сирĕн умăрта паян ытти документсемпе тачă çыхăннă программа выртать».
Игорь Меламед ытти видеоконференц çыхăну ларăвĕсенче те Чăваш Республики мĕншĕн Раççейри кая юлса пыракан вунă регион йышне лекнин сăлтавĕсем çинчен калаçнă. Кашни ларура вăл е ку отраслĕн çитменлĕхĕсене пăхса тухнă пулин те экономика пĕтĕмĕшле аталану динамикин анализне туман. Халĕ программа финиш йĕрĕ çине тухнă хыççăн, çакнашкал аналитика доклачĕ пулчĕ. Кун çинчен тĕплĕнрех çитес номерте.
А.КРЯЖИНОВ.