Республикăра коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакса пырать. Çакна шута илсе оперативлă штаб канашлăвĕнче изоляцирен тухмалли пĕрремĕш тапхăра куçма сĕннĕ.
Изоляцирен тухмалли пĕрремĕш тапхăр йĕркипе уйрăм кĕрсе тухмаллиллĕ суту-илÿ вырăнĕсене уçма йышăннă. Çапла вара 400 тăваткал метр лаптăк йышăнакан суту-илÿ залĕсем ĕçлеме тытăннă. Вĕсене халăха йышлă кĕртмелле мар. Пĕр çын валли 4 тăваткал метр вырăн кирлĕ.
Çавăн пекех кафепе ресторансен çумĕнчи çуллахи верандăсемпе террасăсене ĕçлеттерме ирĕк панă. Анчах сĕтелсен хушши 1,5 метр пулмалла. Урамра уçăлса çÿреме, зарядка тума юрать. Анчах пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмаллах. Хальлĕхе сауна, мунча, театр, кинозалсене уçмаççĕ. Халăх йышлă пулакан вырăнсенче вара маска тăхăнмаллах. Аптекăсенче маларах маска тăхăнман çынна тавар сутма юраман, халĕ юрать.
Изоляци вăхăтĕнче ют çĕршыври 130 çынна тăван тăрăха таврăнма пулăшнă. Иртнĕ эрнере вара тепĕр 22 ентеш килне таврăннă. Чикĕ леш енче те пур-ха, вĕсем — 266-ăн.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен ача-пăча лагерĕсем ĕçлеме тытăнаççĕ. Вĕсенче икĕ сменăпа 3 пине яхăн ача канĕ. Лагерьсем çамрăк ăрăва йышăнма хатĕр.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская июнĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă штаб канашлăвĕнче сыхлăха çухатсан чару тапхăрĕ çĕнĕрен пулма пултарассине аса илтернĕ. Мĕншĕн тесен чир пĕтĕмĕшле иртмен-ха. Эппин, сыхланнинчен ырри нимĕн те çук.