Кунсерен эс пырсам çĕнелсе, малалла ăнтăлса, çĕкленсе

Кунсерен эс пырсам çĕнелсе, малалла ăнтăлса, çĕкленсе

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республики сумлă юбилейне паллă турĕ. Коронавирус чирĕ çак уява пур йышпа пуçтарăнса уявлама май памарĕ. Апла пулин те Шупашкар хулинче, Хĕрлĕ Чутай салинче, Канаш хулинче çак кун паллă пулăмсемпе историре çырăнса юлчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем çак кун Хĕрлĕ Чутая çитнĕ, унта ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ объектсемпе паллашнă.
Сала юлашки вăхăра тĕлĕнмелле илемленсе хăтлăланни чăннипех те куç умĕнче иккен. Унта çитсе курма май килмерĕ пулин те, уяв тĕлне Хĕрлĕ Чутай районĕ епле илемленнине Чăваш наци телекуравĕ йĕркеленĕ тÿрĕ эфирта курса ĕнентĕм. Пĕтĕмпех куç умĕнче. «Çĕнтерÿ» аллейинче ачасем валли те, аслисем валли те спорт хатĕрĕсем, ярăнса киленмелли карусельсем вырнаçтарнă. Асăннă аллейăра çĕнĕ япала—скейтдром пур. Çуран çÿрекенсем валли ятарласа утма çул туса панă. Çавăн пекех уçăлса çÿрекенсем валли саксем вырнаçтарнă.
Тепĕр артобъект та кăмăла çĕклерĕ. Район историйĕнче паллă самантсене сăнлакан баннерсем вырнаçтарнă. Аллейăран тÿрех хăнасем «Çĕнтерÿ» лапамне тухрĕç. Олег Николаев тата хăнасем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă Монумент умне чечек çыххисем хучĕç.
Хĕрлĕ Чутайри культура çурчĕ умĕнчи лапама та тĕпрен çĕнетнĕ: çĕнĕ фонтан, брусчатка, сулхăна лартнă вырăнсем, пурте куçа илĕртеççĕ. Хĕрлĕчутайсем çĕнĕ, илемлĕ вырăнсемпе чăннипех те кăмăллă пулни палăрать. Епле савăнмăн;
Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕнĕ объектсене хута янă чухне вăхăт капсули хурса хăвараççĕ. Çакна уяв кунĕнче Олег Николаев та пурнăçларĕ, вăл вăхăт капсулине çыру хучĕ. Ăна тепĕр 50 çултан уçса вулама пулать.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code