Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ача-пăча площадки – шăпăрлансемшĕн савăнăç

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей. Паллах, ача ÿсекен çемьере ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем яланах ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тем пек пăшăрханаççĕ пулсан та пепкисен кашни утăмне сыхласа лараймаççĕ. Лара-тăма пĕлмен шăпăрлансем пĕтĕм япалана «çыртса» пăхма ăнтăлаççĕ. Час-часах сывлăха сиенлеме пултаракан вырăнсене выляма суйласа илеççĕ. Ялта ача-пăча площадки йĕркелени çак ыйтăва татса пама май парать.
Юлашки çулсенче чылай ялсенче шăпăрлансем валли вылямалли ятарлă лаптăксем хута кайрĕç. Кăçал Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакан ачасен те ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вĕсен халь вăхăта усăллă тата сывлăхпа ирттермелли кану вырăнĕнче чуччу та, турник те, карусель те пур.
Ача-пăча площадки йĕркелеме укçа-тенкине патшалăх уйăрса пачĕ. Ял администрацийĕн ĕçченĕсем те тăрăшуллă пулчĕç. Ял халăхĕ те айккинче тăрса юлмарĕ. Туслăн пуçăнсан ĕç кал-кал пурнăçланни каламасăрах паллă. Кĕтне Пасарта пурăнакансем яла хăтлăлатас ĕçе активлă хутшăнчĕç. Укçа-тенкĕпе те, вăйпа та пулăшрĕç. Уйрăмах Ильяпа Яков Исаевсене, Антонпа Олег Малышевсене, Алексейпе Иван Салаевсене, Андрей Львова, Сергей Ковшова ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем шăпăрлансем валли тăвакан вылямалли лаптăк хăтлă пултăр тесе хастар тăрăшрĕç.
Пĕчĕккисене валли пĕрле пуçтарăнса вылямалли ятарлă вырăн йĕркеленĕшĕн ачасем те, çитĕннисем те савăнчĕç.
Л.МАЛЫШЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code