Понедельник, 7 октября

Вăхăт ĕçлеме хистет

Вăхăт ĕçлеме хистет

Çурхи ака ĕçĕсем хыçала юлчĕç, районти хуçалăхсем уй-хирсене акса, лартса пĕтерчĕç. Халĕ акнă-лартнă культурăсем лайăх çитĕнессе тата пысăк тухăç пуçтарса илессе кĕтмелле. Акă, çак кунсенче районти ĕçлĕ комисси ял хуçалăх производство кооперати-вĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлĕпе вырăнта паллашнă, уй-хирсенче культурăсем мĕнле çитĕннипе те кăсăкланнă.
Районти хуçалăхсем пирки пĕрне хурласа теприне ырласа калама та çук пулĕ. Пурте тăрăшаççĕ. Агротехникăн малта пыракан тĕслĕхĕсене шута илсе ĕçлеççĕ. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техника туянаççĕ. Çĕрулми туса илекенсем те кирлĕ техникăсăр пысăк тухăçлă, пахалăх енчен тивĕçтерекен çимĕç туса илме май çуккине ăнланаççĕ. Хуçалăхсем хушшинче лайăххисенчен чи лайăххисем те пур. Çĕр ĕç технологийĕсене çĕнетсе пыни вĕсене ÿсĕм тума май парать. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 743,5 гектар çĕрулми лартнă, 11968 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 1210 гектар куккурус, 78,3 гектар пахча çимĕç акнă.
Çĕрулмине чи нумай çитĕнтерекеннисем «Слава картофелю» агрофирма ?290 гектар/, «Комсомольские овощи» ООО /130 гектар/, «Сюрбеево» ООО /100 гектар/, «Рассвет» ЯХПК /80 гектар/.
— Куккурус — выльăх-чĕрлĕх валли чи паха апат. Вăл кирлĕ витаминсемпе пуян. Ăна хуçалăхсенче ытларах та ытларах çитĕнтермелле. Çакна тĕпе хурса асăннă культурăна чылай хуçалăхра çитĕнтереççĕ те. Çавăн пекех икĕ хуçалăхра — «Госсорткомиссия ФГУ-ра тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — хĕвелçаврăнăш акнă. Пурĕ 215 гектар. Рапса «Дружба», «Турхан», «Пайгас» ЯХПК-сенче, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче ÿстереççĕ.
Уяр çанталăкпа усă курса нумай çул ÿсекен курăксене çулма тытăннă. Çак ĕçе 1877 гектар çинче пурнăçланă, 165 тонна утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Кашни хирте тенĕ пекех ĕç шавĕ лăпланмасть, уйсем ешĕл тум тăхăннă, калчасем пĕве кайса пыраççĕ, анчах та çумкурăк, чир-чĕр, хурт-кăпшанкă та çывăрмасть. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, агрономĕсем пĕр-пĕрне мĕнле им-çампа усă курмаллине сĕнчĕç, агротехника ĕçĕсем пурнăçламалли пирки те сăмах пулчĕ. Кашни хуçалăхрах хирсене гербицидсемпе им-çамлас ĕç пырать те ĕнтĕ. Çĕрулми уйĕсенче вара йăрансене çырма пуçланă.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *