Кандидатсене пĕр пек условисемпе тивĕçтереççĕ
Чăваш Енре республика Пуçлăхĕн суйлав кампанийĕ пуçланнă. Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕ кандидатсене суйлавçăсемпе тĕл пулма коммуникаци лапамĕсем йĕркелет. Канаш ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн суйлав умĕнхи кампание хутшăнакансене пĕр пек условисемпе тивĕçтересси çинчен калакан сĕнĕвне ырласа йышăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхне сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлама палăртнă. Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче суйлава демократилле тата уçăмлă ирттерме сĕннĕ. Июнĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ планеркăра Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев пур кандидата та суйлавçăсемпе тĕл пулма май туса памаллине палăртнă.
— Çакăн пек лапамсем район администрацийĕсенче вырнаçма пултараççĕ. Вĕсен çакна валли пур майсем те, çав шутра пуçтарăнмалли залсем, презентаци ирттермелли техника хатĕрĕсем, пур. Кашни кандидат çакăн пек тĕлпулу йĕркелес тĕллевпе пирĕн пата е тÿрех район администрацине пыма пултарать. Эпир кандидатсене пĕр пек условисемпе тивĕçтерĕпĕр, — пĕлтернĕ Станислав Николаев.
Çак лапамсем кандидатсем муниципаллă фильтр урлă тухассине çăмăллатĕç. Регион ертÿçи çак шухăша ырланă, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене ку ĕçре пур енлĕн пулăшу кÿме хушнă.
— Тĕлпулусене йĕркелеме малтанах график палăртмалла. Кандидатсем çакăн çинчен пĕлсе хатĕрленсе тăччăр, — палăртнă Олег Николаев.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *