Суббота, 7 сентября

ЧР Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн заявленийĕ

ЧР Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн заявленийĕ

2020 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ республика Пуçлăхне сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйласси çинчен йышăну тунă. Июнĕн 12-мĕшĕнче çак йышăнăва пичетлесе кăларнă, вăл саккун тăрăх вăя кĕнĕ.
Республикăра пурăнакансемшĕн çитес 5 çул валли регион ертÿçине суйласси çывăх вăхăтри тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та ЧР Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕ çак ĕçрен айккинче тăрса юлаймасть.
Чылай республика çыннисем пекех эпир пурнăç лайăх енне улшăнса пырасса шанатпăр. Çак улшăнусем регионăн экономикине çеç мар, ытти сферăсене те тивме тивĕç. Çитес суйлав Чăваш Енре пулса иртмелли улшăнусен тарăнăшне кăтартса парĕ.
Суйлав вăхăтĕнче кандидатсем валли пĕр пек условисем туса памалла. Уйрăмах кандидатсем муниципаллă фильтр витĕр тухнине уçăмлăхпа тата демократилĕхпе тивĕçтермелле.
Кашни муниципаллă районтах Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕ коммуникацилле лапамсем йĕркелеме хатĕр. Вĕсенче кандидатсем муниципаллă пĕрлешÿсен депутачĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе тĕл пулма, хăйсен программисемпе паллаштарма, ыйтусем çине хуравлама пултарĕç. Çакă депутатсене ирĕксĕрлесрен сыхланма пулăшĕ. Вĕсенчен кашниех ирĕккĕн суйлама, вăл е ку кандидатшăн хăйĕн сассине пама пултарĕ. Ку суйлава пысăк конкурентлăхпа тивĕçтерĕ.

Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн Правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ
А.Н.КУЛИКОВ.
Муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ
С.А.НИКОЛАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *