Понедельник, 7 октября

Шкулăн сăн-сăпачĕ çĕнелет

Шкулăн сăн-сăпачĕ çĕнелет

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне кăçал тĕпрен юсама пикеннĕ. Ĕçсем «Муниципаллă вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.
— Юсав пурĕ икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕш тапхăрта шкула тулаш енчен, иккĕмĕш тапхăрта шалтан юсаса тирпей-илем кĕртме палăртнă. Ĕçсене «Великий лес» ООО пурнăçлать, — паллаштарать лару-тăрупа шкул директорĕн хуçалăхри ĕç енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.П.Ильдюхин.
Хальлĕхе юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Ун валли республика тата район бюджечĕсенчен пурĕ 14 миллион тенкĕ уйăрнă.
«Великий лес» ООО ĕçченĕсем тăрăшса вăй хуни шкул территорине пырса кĕрсенех сисĕнет. Вĕсем мартăн 16-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. Виçĕ уйăхра тунă ĕçсем тÿрех курăнаççĕ. Акă, шкулăн тăррине пĕтĕмпех çĕнĕрен витнĕ, шкулĕпех çĕнĕ пластик чÿречесем вырнаçтарса лартнă, чÿрече янахĕсене улăштарнă. Çавăн пекех шкула тулаш енчен ăшă тытакан материалпа витсе тухнă. Унсăр пуçне кĕрсе тухмалли алăксене çĕннисемпе улăштараççĕ, крыльцана çĕнетеççĕ.
Хальхи вăхăтра шалта та хăш-пĕр кабинетра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕнче цифрăпа гуманитари профилĕллĕ вĕренĕвĕн «Точка роста» центрĕ вырнаçĕ. Çак центрта ачасем информатика, ОБЖ, технологи предмечĕсене тарăннăн вĕренме, медиатворчество, IT-технологисем енĕпе аталанма, шахматла выляма, проект ĕçне хутшăнма пултарĕç. «Точка роста» центр çĕнĕ информаци технологийĕсемпе, вĕренÿ хатĕрĕсемпе, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тата ытти вĕренÿ ресурсĕсемпе усă курма май парать. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле çак кабинетсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерме, кирлĕ техника хатĕрĕсемпе тата сĕтел-пуканпа тивĕçтерме планлаççĕ.
— Маларах палăртнă тăрăх, юсав ĕçĕсем августăн 15-мĕшĕччен тăсăлĕç. Çак кун тĕлне пĕтĕм ĕçе туса пĕтерессе, ачасене кĕтсе илме шкула пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерессе питĕ шанатăп, — тет шкул директорĕ И.А.Соловьева.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *