«Храмсем хăпартса лартакансем историе кĕрсе юлаççĕ. Вĕсен ячĕсем Пурнăç кĕнекине çырăнаççĕ…»
Кирилл Патриарх.
2018 çулта Хирти Ĕнелте Диоклитиан император Рим патшалăхĕн пуçлăхĕ пулнă вăхăтра /303 çулта/ Христиан тĕнне хÿтĕленĕшĕн хăрушшăн асаплантарса вĕлернĕ воин — христианин, çветтуй аслă асапçă Георгий Победоносец ячĕпе чиркÿ никĕсне хывса хăпартма пикеннĕ. Георгий Победоносец — христиан тĕнне ĕненекен халăхсем хушшинче чи хисеплĕ çветтуйсенчен пĕри. Вăл — çарсен тÿпери хÿтĕлевçи. Раççей çарĕн нумай çапăçури çĕнтерĕвĕсем çветтуй Георгий ячĕпе çыхăннă. Малтан ĕмĕтре Хирти Ĕнелте кĕлĕ тумалли, молебенсемпе панихидăсем ирттермелли часовня туса лартасси пулнă. Ял халăхĕ тăрăшнипе, влаç ĕçченĕсем пулăшнипе илемлĕ чиркÿ çурчĕ хăпартма вăй çитернĕ. Туса пĕтермен пулсан та вăл прихут çыннисене йышăннă. Тĕнчере коронавирус чирĕ алхасма пуçличчен кашни вырсарникунах чиркĕве Аслă Чурачăкран Георгий иерей килсе служба ирттернĕ.
Хальхи вăхăтра чиркÿ çуртне хăтлăлатмалли ĕçсене пурнăçламалли юлнă. Тепĕр икĕ эрнерен чиркÿ тăррине вырнаçтармалли купола илсе килмелле. Ăна Янкассире çуралса ÿснĕ Алексей Михеев Мускавра ăсталать.
Строительство ĕçĕсене пурнăçлама, паллах, çăмăл мар — юрăхлă вырăн тупса палăртмалла, çурт проектне хатĕрлемелле, укçи-тенкине тупмалла, кирлĕ документсене пуçтармалла, стройматериал туянмалла, ĕçлекенсене тÿлемелле тата ытти те — çаксем пурте пуçăннă ĕçĕн сăнчăрĕн йышлă сыпăкĕсем. Пĕр сыпăкĕ çеç татăлтăр, ĕçе татăлнă сыпăкран çĕнĕрен ăслама тивет. Çавăнпа та чиркÿ тăвас пысăк ĕçре юнашар шанчăклă, йывăр вăхăтра хапăлласа пулăшма хатĕр çынсем пулни паха.
Хальхи вăхăтра çынсем пĕр-пĕринчен сивĕнсе пыни, вĕсенче кĕвĕçÿ туйăмĕ вăйланни, халăхпа пĕрле хавхаланса нимелле ĕçлеме манса пыни кулянтарать.
Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле. Паллах, пур çын та пĕр евĕр мар. Хирти Ĕнелти чиркĕве хута ярас ĕçре тăрăшакансем чылай. «Йыш чăмăркка хурçăран та çирĕп», — тенĕ халăхра авалтан. Строительство ĕçĕнче укçа-тенкĕпе те, ырă сĕнÿ-канашпа та, транспортпа та, вăйпа та пулăшни вырăнлă. Курăмлă пулăшу панисене ятран асăнса хăварас килет. Комсомольски районĕн пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, «Слава картофелю» агрофирма директорĕ Хасиятулла Семигуллович Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Осипов, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Егорович Ефремов, Комсомольскинче пурăнакан Валентина Захаровна Долгова, «Изамбаевский» сĕт завочĕн ертÿçи Вадим Сергеевич Агамирян, Хирти Ĕнелпе Хирти Сĕнтĕр ялĕсенче çуралса ÿснисем: Константин Белов, Олег Пильщиков, Вячеслав Белов, Сергей Ченакин, Владимир Белкин, Петр Степанов, Александр Федоров, Григорий Прокопьев, Андрей Вишнев, Родион Кузнецов, Дмитрий Кузнецов, Сергей Сусков, Валерий Пильщиков, Светлана Алексеева /Соловьева/, Валерий Соловьев. Çĕнĕ Кипеçрен — Анатолий Иванов, Александр Федоров, Сергей Марков, Ираида Маркова, Олег Петров. Янкассирен — Александр Ефимов, Николай Евграфов, Олег Никифоров. Аслă Чурачăкран — Никита Крылов, Луцкирен — Леонид Смирнов. Нĕркеçре пурăнакан Александр Плеткин иконостас ăсталать. Кашниех тÿпе хывма тăрăшать.
Çурт тунă чухне кăшкарне хăпартнипе çеç мар, шалтан хăтлăлатасси те укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Чиркĕве хăпартакансем тата прихут çыннисем строительство ĕçĕсене хĕле кĕриччен пурнăçласа пĕтерме ĕмĕтленеççĕ.
Раççейре чиркÿсем ĕлĕкренех пĕтĕм халăх тăрăшнипе çĕкленнĕ. Туслă пулсан, пурте пулать. Ырă ĕç туни яланах сăваплă пулнă, пулать те. Комсомольски районĕнче пурăнакансем тата района килсе çÿрекен хăнасем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янă ентешсем çак сăваплă ĕçе вăй çитнĕ таран хывăм хуни пархатарлă пулĕ. Ыркăмăллăх ĕçне хутшăнаканăн пурнăç çулне Турă уçса пырать.
С.ВИШНЕВА.
Пулăшма кăмăл тăвакансем валли банк реквизичĕсене пичетлетпĕр.
Банк реквизичĕсем: МРО православный приход храма в честь Святителя Николая д. Асаново Комсомольского района ЧР Канашской епархии РПЦ /Московский Патриархат/.
ИНН 2108003265, КПП 213002001, р/с 40703810175000000454, Банк получателя: Чувашское отделение №8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары, БИК банка получателя: 049706609.