Йĕркене пăхăнни сывлăха упрать

Йĕркене пăхăнни сывлăха упрать

Республикăри хуласенче те, районсенче те коронавирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Мĕншĕн-ши? Хуравĕ пĕрре пулĕ — çирĕплетнĕ йĕркесене пурте пăхăнманни.
Пĕр-пĕринпе хутшăнассинчен пăрăнмалла тетпĕр те, пурпĕрех туссемпе, юлташсемпе тĕл пулакансем те пур-ха. Пурте пĕрле пухăнса пахча çумлакансем, хăнана çÿрекенсем, йышпа уçăлма тухакансем те пур пирĕн хушăра. Ытти регионсенчен килсе çитсе режима пăхманнисем те пайтах. Çаксем пĕтĕмпех коронавирус чирне сарăлма паракан тĕслĕхсем.
Пурте дисциплинăна пăхăнманни шиклентерет. Инфекци чирĕсем çынна суйласа ерменнине асра тытасчĕ. Пирĕн сывлăхпа çын хуçа пулаймасть. Чиртен сыхланасси хамăртан килет. Çавăнпа та самоизоляци режимне пăхăнмаллах. Маскăпа çÿремелле. Пĕрре усă курмалли маскăна вăхăтра улăштармалла, нумай хут усă курмаллине çуса утюгпа хĕртсе тăхăнмалла. Алăсене хуçалăх супăнĕпе час-час çумалла. Каçсерен сăмса шăтăкĕсене те супăньпе çуни вырăнлă. Май пур таран çынсемпе ытлашши хутшăнма, çывăх тăрса калаçма тăрăшмалла мар. Общество транспорчĕпе сахалрах усă курмалла. Температура ÿссен тÿрех тухтăра киле чĕнсе илмелле, больницăна каймалла мар.
С.ЕФИМОВА.
Июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре коронавируспа 4033 çын чирленĕ. Талăкра вĕсен йышĕ тата 77 çынпа тулнă, 51 çын сывалнă. Ку амака пула республикăра пĕтĕмпе 18 çын пурнăçран уйрăлнă. Кăтартусем тăрăх коронавирус чирĕ Комсомольски районĕнче пурăнакан 132 çынна ернĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *