Алена Полякова «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ:
«РФ Конституцине улшăнусем кĕртес енĕпе иртекен сасăлава хăрушлăхсăр йĕркелес тĕллевпе пур хÿтĕлев мерине те тытса пыма палăртнă. Сасăлакансен ÿт температурине виçсе кĕртĕç, пурне те харпăр хăй хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç, пÿлĕмсене дезинфекцилесех тăрĕç. Çапла сасăлав хăрушлăхсăр иртесси иккĕлентермест. Улшăнусем хамăршăн, сасăлава хутшăнса хамăрăн шухăша уçса парар».