Надежда ЕФРЕМОВА, чăваш чĕлхи учителĕ:
«Раççейĕн Тĕп саккунне чĕлхесене пырса тивекен улшăнусене кĕртни, ман шутпа, ырă пулăм. Çапла республикăсем хăйсен патшалăх чĕлхисене çирĕплетме пултарĕç. Вĕсемпе Раççейри пĕтĕмĕшле патшалăх чĕлхипе танах усă курма пулĕ. Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăнах чăваш чĕлхи ăрусене çыхăнтарса тăракан çип, пирĕн йăла-йĕркесен никĕсĕ, пирĕн культура, пирĕн мăнаçлăх пулса тăрать. Çавăнпа та Конституцине кĕртнĕ улшăну чăваш чĕлхине пулас ăрусем валли упраса хăварма пулăшасса шанатăп».