Валерий Гордеев: «Пĕрле эпир тата нумай усăллă та кирлĕ ĕç тума пултарăпăр!»

Валерий Гордеев: «Пĕрле эпир тата нумай усăллă та кирлĕ ĕç тума пултарăпăр!»

«Комплекс» строительство фирмин чи пĕлтерĕшлĕ енĕсем — тăвакан çуртсен пахалăхĕпе хăтлăхĕ.
Хирти Выçли ялĕнчен тухнă Валерий Гордеев ертсе пыракан «Комплекс» строительство фирмин çурчĕсем хула урамĕсене хăйнеевĕрлĕх кĕртеççĕ. Вĕсем Шупашкарти Ленин проспектĕнче, Пролетарская, Мате Залка, Гайдар, Ленин комсомолĕн урамĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарти Винокуровăн, Строительсен, Советская, Первомайская урамсенче вырнаçнă. «Спутник» микрорайона та çак фирма çĕкленĕ.

— Валерий Николаевич, Сире «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнипе саламлатăп. Ку хисеплĕ ят пирĕн Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çынсен ĕçне пысăка хурса хакланине кăтартать.
— Тавах. Тавтапуç ентешсене мана чыс тунăшăн! Маншăн ку питĕ пысăк чыс, манăн ентешсем умĕнчи тивĕç. Хамăн туйăмсене сăмахпа уçса пама та пултараймастăп. Çавăнпа та тÿрех палăртас килет: ку маншăн районти проектсене хутшăнма хĕтĕртекен питĕ пысăк сăлтав пулать.
— Ĕçе мĕнрен пуçланине каласа парăр-ха, тархасшăн. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çакă 1990 çулта пулнă…
— Ун чухне эпир Çĕнĕ Шупашкарти «ЛАД» акционер обществинче ĕçленĕ. Владимир Никифоровпа тата Сергей Степановпа пĕрле эпир строительство кооперативĕ йĕркелерĕмĕр. Каярах унран «Комплекс» строительство фирми пулса тăчĕ. Виçĕ çултан тата тепĕр предприяти уçрăмăр — «Инвест-ЛАД» строительство фирми. Вăл шăпах генподрядлă организаци шутланать.
— Унтанпа строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ çулталăкра 500 миллион тенкĕ таран ÿсрĕ, пурăнмалли çурт-йĕре хута ярасси те 10-шар хут пысăкланчĕ. Паян Сире Чăваш Енĕн строительство рынокĕнче чи малта пыракансен шутне кĕртме пулать. Çак 30 çул хушшинче мĕнле майпа çакăн пек кăтартусем тума май килчĕ? 
— Çулсем иртнĕçемĕн, чылай йывăрлăха çĕнтерсе, эпир хальхи строительство фирми пулса тăтăмăр. Пирĕн йăлтах тенĕ пекех хамăрăн: материалсем, техника, никĕс… Çавăн пекех хамăрăн проект организацийĕ пур, çавăнпа та пирĕн çуртсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Маларах эпир панель çуртсем хăпартнă пулсан, каярах кирпĕч çуртсем çине куçрăмăр. Çак çулсенче эпир пурлăхпа техника базине çирĕплетнипе çеç мар, туслă, профессионалсенчен тăракан коллектив йĕркелеме май çитертĕмĕр. Эпир фирмăна туса хунăранпах юнашар пыратпăр. Тата çакна палăртам: пирĕн нихăçан та налуксемпе парăмсем пулман, ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи вара 60 пин тенкĕпе танлашать.
— Строитель профессийĕ хăйне евĕр, кашни хăпартнă çурт çинче эсир тĕрлĕ ăрусем валли хăвăрăн автографăрсене хăваратăр. Мĕнле майпа эсир çурт-йĕр туянакансен шанăçне çĕнсе илме пултартăр?
— Эпир нихăçан та пĕр вырăнта тăмастпăр, çĕнĕ методикăсемпе, строительство техникисемпе усă курма тăрăшатпăр. Чăваш Енре чи малтисенчен пĕрисем эпир Европа шайĕнчи индивидуаллă проектсем хатĕрлеме, энергие тата ресурссене перекетлеме çĕнĕ технологисемпе тата экологи тĕлĕшĕнчен таса материалсемпе усă курма пуçларăмăр. Эпир яланах çуртсен пысăк пахалăхĕ çине тĕп тимлĕх уйăрнă, уйăратпăр та.
Кашни хваттере «Viessmann» фирма туса кăларакан уйрăм хуран вырнаçтаратпăр, вăл питĕ шанчăклă. Çÿллĕ çуртсенче тăрринчи котельнăйсемпе усă куратпăр. Вĕсем лайăхрах, çурта ăшăтма каякан тăкаксем те 2—3 хут пĕчĕкрех. Унсăр пуçне хваттерсен планировкисем те пирĕн хăйне евĕр: пысăк холл урлă кухньăна, çывăрмалли тата хăна пÿлĕмне кĕме пулать. Мачча 2,8 метртан аяларах мар.
«Академический» комплексăн нумай хутлă пурăнмалли çурчĕсене тунă чухне ăшă энергине, сивĕ тата вĕри шыва кашни хваттерте уйрăммăн шута илме ятарлă тытăмпа усă куртăмăр. Кун пекки унччен Чăваш Енре пулман. Пирĕн çуртсем 100 çултан кая мар тăрĕç, мĕншĕн тесен эпир вĕсене тунă чухне пахалăхлă çутçанталăк материалĕсемпе усă куратпăр.
— Валерий Николаевич, «Комплексăн» малашнехи планĕсем мĕнле?
— Малашне те Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта çуртсем хăпартăпăр. Вĕсем хăйнеевĕрлĕхĕпе, илемĕпе çак хуласене илĕртÿлĕх кÿрĕç. Çывăх вăхăтра Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнче тепĕр объект хăпартма пикенĕпĕр.
— Каласа парăр-ха, тархасшăн, хăвăрăн çемйĕр çинчен. Пысăк хуçалăхăн ертÿçи пулма çăмăл мар-çке: эсир иртен пуçласа каçченех ĕçре…
— Паллах, строитель пулма çăмăл мар. Анчах та мана пурнăçра питĕ ăннă: манăн çемье яланах чи шанчăклă тыл пулнă. Мăшăрăм, Луиза Васильевна, ĕмĕрĕпе стоматологра ĕçленĕ, халĕ килти хуçалăха йĕркелесе пырать. Ывăл Юрий пирĕн фирмăра ĕç тăвакан директорта тăрăшать, мана пур енлĕн пулăшать.
— Республикăра эсир меценат пек те палăрнă. Çакăн çинчен кăштах каласамăр.
— Эпир Çĕнĕ Шупашкарти Çветтуй равноапостольски Владимир кнеçĕн Соборне, Комсомольскинчи, Аслă Чурачăкри, Тукайри храмсене тата Вăрнар районĕнчи Калининăри чиркĕве хăпартнă çĕре хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарти ветерансен обществине тата «Сокол» хоккей командине, культура ĕçченĕсене, спорт федерацийĕсене пулăшсах тăратпăр. Фирма укçи-тенкипе историпе архитектурăн çурма арканнă палăкне — Çеçпĕл Мишши пурăннă çурта — çĕнетрĕмĕр.
Паянхи кун Комсомольски районĕнчи хĕрарăмсен мăнастирне хăпартма хастаррăн пулăшатпăр. Çавăн пекех Шупашкарти арçынсен мăнастирне, Успени соборне пулăшу кÿретпĕр. Пулăшу кÿни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Никам та килсе пĕтĕм ĕçе пирĕншĕн туса памасть.
— Кăçал эпир Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине уявлатпăр. Хăвăрăн ентешсене мĕн суннă пулăттăр?
— Эпĕ хам Комсомольски районĕнче çуралса ÿснипе мухтанатăп! Пирĕн район яланах хăйĕн ĕç çыннисемпе палăрнă, палăрать те. Пире атте-аннесем мĕн пĕчĕкрен çакна вĕрентнĕ. Малашне те пирĕн район çамрăкĕсем çапла пуласса шанатăп. Пирĕнтен кашниех май килнĕ таран пурăнма хăтлă хутлăх йĕркелет.
Пирĕн район малалла та аталанасса, пысăкланасса, унăн çыннисем лайăхрах та лайăхрах пурăнасса шанас килет. Район аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывма тăрăшăп. Шанатăп: пĕрле эпир тата нумай усăллă та кирлĕ ĕç тума пултарăпăр!
Валерий Николаевич Гордеев — Раççей хисеплĕ строителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. Ăна «СССР изобретателĕ» паллăпа, ЧР Хисеп грамотипе наградăланă. Вăл — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. 2015 çулта ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне, 2018 çулта «За заслуги перед Чувашской Республикой» ордена, 2019 çулта Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă юбилейлĕ медале, 2020 çулта «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ.
Н.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *