Пятница, 4 октября

Чирлисен шучĕ пысăк

Чирлисен шучĕ пысăк

Хальхи вăхăтра тĕнчипех коронавирус çинчен илтмен çын юлмарĕ пулĕ. Китайри Уханьрен сарăлма пуçланă инфекци, çиçĕмле хăвăртлăхпа пĕр çынран теприне куçнине пула, Çĕр чăмăрĕ çинче питĕ вăйлă сарăлчĕ. Хаçатсене уçсан та инфекцирен сыхланмалли мелсем куç тĕлне пулаççĕ, телевизор ярсан та коронавируспа çыхăннă хыпарсем пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ. Урăхла май та çук. Паянхи кун хăрушă инфекци Раççейри кашни региона çитрĕ, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, лару-тăру çăмăл мар.
Коронавируспа чирлисен йышĕнче Чăваш Ен Раççейре 23-мĕш вырăнта. Республикăра майăн 28-мĕшĕ тĕлне 2626 çынна чир ернине палăртнă, сывалнисем — 1095, вилнисем — 12. Хăш-пĕр районти лару-тăру уйрăмах кăткăс. Сăмахран, Етĕрне районĕнче коронавируспа чирлисен шучĕ республикăри вăтам кăтартуран 4 хут пысăкрах. Çавăн пекех Пăрачкав, Шăмăршă, Тăвай, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенче те вĕсем йышлă. Пирĕн районта та коронавируспа чирлисен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Майăн 28-мĕшĕ тĕлне районта 85 çынна инфекци ерни паллă, 110 çынна медицина ĕçченĕсем куллен тĕрĕслесе тăраççĕ, 37 çын сывалнă, 2 çын чире пула вилнĕ.
Çакна шута илсе майăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче коронавирус сарăлассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне йĕркеленĕ. Унта чире малалла сарăлма парас мар тесе тата мĕнле профилактика мерисем йышăнма пулнине сÿтсе явнă.
Район территорийĕнче кунсерен çынсем самоизоляци йĕркине, йышăннă профилактика мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслекен мобильлĕ ушкăнсем çула тухаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ялсенчи обществăлла вырăнсене — суту-илÿ точкисене, предприяти-организацисене çитеççĕ. Çавăн пекех обществăлла транспортсенче профилактика мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Канашлу вăхăтĕнче çак ушкăнсен шутне тата та ÿстерме йышăннă. Ялсенче халăха пуçтарăнма юраманни, маскăсем, перчеткесем тăхăнмалли çинчен кулленех каласа ăнлантараççĕ. Районта пурăнакансем профилактика мерисене пăхăнма тăрăшаççĕ. Апла пулин те, мобильлĕ ушкăнсем хăш-пĕр çынсем йĕркене пăснине тупса палăртнă.
Районта пурăнакансене хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри — Троица уявĕнче вилнисене мĕнле асăнмалли. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак уява районти ялсене çынсем питĕ йышлăн пуçтарăнаççĕ, пĕрле масарсем çине çитсе вилнисене асăнаççĕ. Коронавирус пандемийĕ алхаснă чухне тĕрлĕ ял-хула, тĕрлĕ регион çыннисем пĕрле пуçтарăннине, паллах, нимĕнле те ырлама çук. Çавна май вилнисене кăçал килте, çемьепе çеç асăнма тивĕ.
Коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешмелли чару мерисене пăрахăçлама инфекци сарăлнин коэффициенчĕ 1-рен пĕчĕкрех пулмалла. Чирлисене сиплеме уйăрнă пушă вырăнсен шучĕ 50 процентран кая мар кирлĕ. Унсăр пуçне тестсен шучĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе ку виçĕ условирен пирĕн пĕринпе çеç лару-тăру аван. Çавăнпа та чару мерисене пăрахăçлама пултараймастпăр-ха.
Н.КАЛАШНИКОВА.

ХИСЕПЛĔ РАЙОН ÇЫННИСЕМ ТАТА ЕНТЕШСЕМ!
Пирĕн районта коронавирус инфекцийĕпе чирлес хăрушлăх чакмасть. Çавăнпа та самоизоляци режимне малалла тăсасси, çынсемпе сахалрах хутшăнасси питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Халĕ пирĕн питĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ уяв — Çветтуй Троица çывхарса килет. Кăçал эпир июнĕн 6, 7-мĕшĕсенче вилнисене асăнатпăр. Чăваш Республикинче кĕртнĕ чару мерисем тăрăх, тĕн организацийĕн объекчĕсемпе территорийĕсене, çавăн пекех масарсене те, вăхăтлăх çÿреме юрамасть. Масар çине çын вилсен çеç кĕме ирĕк панă. Çак мерăсем çынсем пĕр вырăна нума-йăн пуçтарăнасран сыхлаç- çĕ.
Йышăннă мерăсем вăхăтлăх, вĕсем паянхи лару-тăрура питĕ кирлĕ. Пурне те лару-тăрăвăн çивĕчлĕхне ăнланма, хăйсене пысăк яваплăхпа тытма ыйтатăп. Хăвăра, çывăх çыннăрсене коронавирус ертесрен упрама тăрăшăр. Уйрăмах çакă аслă çулхисене пырса тивет. Хăвăрăн несĕлсен вилтăприйĕсем çине эсир каярахпа кайса килеетĕр, халĕ вара эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланасса кĕтер!
Çине тăрсах калатăп: самоизоляци режимĕ вăхăтĕнче масарсем çине ан кайăр, килтех пулăр. Хăвăра, çывăх çыннăрсене упрăр, сывлăхлă пулăр!
А.ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *