Марафон старт илнĕ

Марафон старт илнĕ

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа майăн 26-мĕшĕнче онлайн режимпа «Славься, Чувашия!» юрă марафонĕ старт илнĕ.
Вăл июнĕн 24-мĕшĕччен иртет. Унта Чăваш Енри кашни районпа хула хутшăнĕ. Акци Хĕрлĕ Чутай районĕнче пуçланнă, Шупашкарта вĕçленĕ.
Марафонăн тĕп тĕллевĕ — республикăра пурăнакансене тĕрлĕ районсемпе хуласен официаллă символикипе, паллă вырăнĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси. Флешмоб вĕçĕнче республикăн пур районĕсемпе хулисем те Чăваш Енĕн гимнне юрлĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code