Шел пулин те, Чăваш Енре коронавируспа чирлисен йышĕ чакни палăрмасть. Майăн 20-мĕшĕ тĕлне инфекциллисен йышĕ 1863 çынпа танлашнă. Хальлĕхе Чăваш Енре хамăр тĕллĕн килте лармалли режимран тухма тытăнасси пирки калаçма иртерех -ха.
Республикăра йышăннă йĕркесене çирĕп пăхăнасчĕ, хамăрăн сывлăха упрасчĕ. Общество транспортĕнче, таксире, лавккара пурин те сывлав орга-нĕсене хÿтĕлекен маска тăхăнмалла, унсăрăн штраф параççĕ. Çынсем йĕркене еплерех пăхăннине районта ятарлă мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслеççĕ, вĕсем кашни кунах рейда тухаççĕ.
Районти лару-тăрăва илес пулсасăн та чирлисен йышĕ ÿсет, паянхи куна 45 çын чирлĕ, 2 çын коронавируса пула вилнĕ. Хальлĕхе 73 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ.
Пурнăçăн хăнăхнă йĕркисене каялла май пур таран хăвăртрах тавăрасси, паллах, хамăртан, кашни çынран килет. Çавăнпа та май килнĕ таран килте ларма, урама тухсассăн дистанцие пăхăнма, çынпа сахалрах хутшăнма тăрăшмалла.
Асăрханăр, улталаççĕ
Майăн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен полици уйрăмĕсенче республикăра пурăнакансен банк счечĕсенчен укçа-тенкĕ вăрланипе çыхăннă 12 преступление регистрациленĕ. Граждансене 800 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Пĕр тĕслĕхре банк хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ тесе ултавçă Шупашкарта пурăнакан 40 çулхи хĕрарăма шăнкăравланă, хĕрарăмăн картти çинчен укçа вăрлама хăтланни çинчен пĕлтернĕ, карттăн реквизичĕсене ыйтнă. Çапла вара ултавçăсем 80 пин тенке яхăн хăйсен счечĕсем çине куçарнă. Шупашкарти 30 çулхи хĕрарăмăн картти çинчен те çавнашкал ултавпа 50 пин тенкĕ вăрласа кайнă.
Патăрьел ялĕнче пурăнакан хĕрарăмран ял хуçалăх тракторне сутас сăлтавпа 30 пин тенкĕ йăкăртнă.
Асăрхаттаратпăр! Банк тата кредит учрежденийĕсен представителĕсем нихăçан та банк карттисен реквизичĕсене ыйтмаççĕ. Ултавçăсен серепине лекес марччĕ.