Учителĕн çĕнĕлĕхсемпе ĕлкĕрсе пымалла

Учителĕн çĕнĕлĕхсемпе ĕлкĕрсе пымалла

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Альмира Хабибуллина «Çулталăк учителĕ _ 2020» конкурсра республика шайĕнче лауреат ятне тивĕçни çинчен çырнăччĕ. Паян эпир пултаруллă педагогпа хаçат вулаканĕсене çывăхрах паллаштаратпăр.
Альмира Семигулловна акăлчан чĕлхипе шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Вăл халĕ те хăйĕн ют чĕлхе учительне, Антонина Николаевна Сорокинана, ăшшăн аса илет, вăл ачасене интереслентерме пĕлнине пулах çак предмета тарăннăн вĕренес кăмăл çуралнине палăртать. Пĕрремĕш урок вăхăтĕнчех Альмирăна акăлчан чĕлхи мĕнле илтĕнни кăмăлне кайнă, ун чухнех вăл Антонина Николаевна пек ют чĕлхе учителĕ пулма тĕллев лартнă.
2000 çулта А.Хабибуллина Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, малалла пĕлÿ пухма ăçта каймаллине суйланă. «Пирĕн, 2000 çулсенче шкул пĕтернисен умĕнче, малалла аталанма анлă майсем пулчĕç. Эпир — цифра технологийĕсемпе усă курма пуçланă пĕрремĕш ăру. Çавна май улшăнусене эпĕ яланах хатĕр, хама аталантарса пырасси, тĕллевсем патне ăнтăласси маншăн питĕ çывăх», — уçать шухăшне Альмира Семигулловна.
2005 çулта вăл Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх гуманитари университечĕн ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ. Унтанпа вăл нумай çул ĕнтĕ Тукай Мишер вăтам шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. «Хамăрăн коллектива питĕ юрататăп. Кунта пирĕн активлă, пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă учительсем тăрăшаççĕ. Шкулти вĕренÿ пайĕн заведующине Гузель Галимзяновнăна сĕнÿ-канашпа яланах пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калас килет», — тет пултаруллă педагог. Хăйĕн предметне, ачасене питĕ юратать вăл, çавăнпа та кашни кунах ĕçе лайăх кăмăлпа, хавхаланса утать.
Альмира Семигулловна пур енлĕн аталанма, тавракурăмне анлăлатма тăрăшать. «Паянхи кун учителĕн пысăк пĕлÿллĕ çеç пулни çителĕксĕр, çавăн пекех креативлă пулмалла, пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе ĕлкĕрсе пымалла, информацин пысăк юхăмĕнче кирлине тупма пĕлмелле. Çак енсене ачасенче те аталантарма тăрăшатăп. Çакă вĕсене шкул хыççăн хăйсен пурнăç çулне тупма, тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшасса шанатăп», — тет вăл.
Ĕç кашнин пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать, çапах та çемье çинчен те манмалла мар. Хабибуллинсем 3 хĕре пурнăç парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парас тесе пур енлĕн тăрăшаççĕ: аслисене хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма, ĕçсене хăйсем тĕллĕн тума вĕрентеççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшу кÿни, ырă сăмахпа хавхалантарни темрен те паха пулнине мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿсеççĕ хĕрачасем.
«Çулталăк учителĕ — 2020″ конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçме пултарни мана питĕ хавхалантарчĕ. Конкурсра эпĕ ытти педагогсен опычĕпе хаваспах паллашрăм, хам валли чылай çĕнни пĕлтĕм. Çакăнпа çеç чарăнса тăрас килмест, малалла та професси енĕпе çитĕнÿсем тума тăрăшăп», — уçать шухăшне Альмира Семигулловна.
А.Хабибуллина: «Эпир пурте ачалăхран», — тенĕ Антуан де Сент Экзюпери. Шкулта чухне эпĕ шăпах ачалăха туятăп. Çакă мана телей парнелет».
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code