Паян Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕн юридици факультетĕнче пĕрремĕш çул вĕренекен, Хирти Ĕнелте çуралса ÿснĕ Никита Голландцевпа паллаштарăпăр. Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕнчен пĕлтĕр «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Çамрăк каччă çинчен сăмах пуçарсан тÿрех çак каларăшсем аса килеççĕ — «пултаруллă çын пур ĕçре те маттур», «лайăхăн лайăхах пулать», «лайăх, ăслă çын халăхра яланах юрăхлă».
Вĕренÿре маттур каччă Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче, районта тата республикăра, регионсем хушшинче иртекен культурăпа пултарулăх мероприятийĕсемпе спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Маттур каччăн малти вырăнсене йышăнса тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Тав çырăвĕсем питĕ нумай. Никита 7-мĕш класра пĕлÿ пухнă чухнех СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе регионсем хушшинче ирттерекен «Илемлĕ сăмах» конкурса хутшăннă. Сăмахран, вăл «Проза» номинацире 2015 çулта — 3-мĕш, 2016 çулта — 2-мĕш, 2018 çулта 1-мĕш степеньлĕ лауреат ячĕсене тивĕçнĕ. Никита 2015 çулта республика шайĕнче иртекен «АВАНсцена» ача-пăча фестивалĕнче «Чăваш прозине чи лайăх вулакан» номинацире 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Çамрăк каччă вулакан произведени Чăваш наци радиовĕн «Литература вулавĕ» программăра час-часах эфира тухать. Никита 2017 çулта ачасемпе çамрăксен театр пултарулăхĕн республика шайĕнче йĕркеленĕ «Сказочный фейерверк» фестивальте «Арçын рольне чи лайăх вылякан» номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 2018 çулта ачасемпе çамрăксен пултарулăх театр ушкăнĕсем хушшинче республика шайĕнче иртекен «Мельпомена асамĕ» конкурса хутшăнса «Тĕп роле чи лайăх вылякан» номинацире 1-мĕш степеньлĕ Диплома çĕнсе илнĕ.
Харсăр каччă спортпа та туслă. Вăл ял тăрăхĕнче, районта тата республикăра ирттерекен спорт мероприятийĕсене яланах хутшăнать. Никита хоккей, футбол, баскетбол вăййисене выляма кăмăллать. Нĕркеç вăтам шкулĕн тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн командисем ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă тата йышăнаççĕ. Пăшалпа тĕл перет, йĕлтĕрпе маттур чупать… Никита Пĕтĕм Раççейри «Молодая гвардия» обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн членĕ пулнă май, акцисемпе мероприятисенче те хастар. Килте те ÿркенсе лармасть, ашшĕ-амăшне хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Çамрăкра çакăн чухлĕ пултарулăх ăçтан-ши тата мĕнле пур çĕре те ĕлкĕрет-ши тесе тĕлĕнмелли çеç юлать.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — теççĕ халăхра. Паллах, Никита ăслă, маттур, пуçаруллă, ĕçчен пулса ÿснинче — амăшĕпе ашшĕн тÿпи пысăк. Вĕсем ывăлне яланах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем Никитăна кăсăклантаракан ыйтусен тупсăмне тупма, ĕмĕтне пурнăçлама, пурнăç тĕллевне ăнланма яланах пулăшаççĕ.
С.ЕФИМОВА.