Четверг, 18 апреля

Пирĕн чи хаклă çыннăмăр

Пирĕн чи хаклă çыннăмăр

Манăн хуняма, Акулина Васильевна Смирнова — таврари çынсенчен пуринчен те чи ырă кăмăлли, тараватли. Вунă çула яхăн пĕр килте килĕштерсе, пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентермесĕр, ăнланса пурăнтăмăр. Вăл мана хăйĕн хĕрĕ пекех юратса усрарĕ. Маншăн хуняма — ырă тĕслĕх, пурнăçа тăнласа пурăнма вĕрентекен, çын кăмăлне курса, нушине ăнланса пулăшма хăнăхтаракан. Вăл хĕвел шевли евĕр хăйĕн ăшшине шеллемесĕр пире парнелет. Уçă та йăваш кăмăллăскер, пурнăç çулне 90 çул такăрлатса, усал сăмах каласа, кÿршĕ-аршăпа урлă пулса курман, вăй çитнĕ таран яланах пулăшма тăрăшать. Вăл ял-йышра чыслă та сумлă, хисеплĕ ватă шутланать. Хуняма çветтуй Микула кунĕ, майăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Çавăнпа ăна ватти те, вĕтти те Кулля аппа тесе чĕнет.
Акулина 1930 çулта Йăлмахвара Анисия Васильевнăпа Василий Федорович Волковсен çемйинче çуралнă. Мăшăр çичĕ ачана кун çути кăтартнă. Шел, тăваттăшĕ пурăнайман. Ашшĕ граждан вăрçинчен аманса суккăр таврăннă. Вăл сурансене пула 1937 çулта çĕре кĕнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Акулина вунпĕрти хĕрача пулнă.
Мĕн кăна тÿссе ирттермен пуль, мĕнле кăна нуша курман пуль; Аса илнĕ чухне куçĕсем куççульленеççĕ ватă хĕрарăмăн. Лашасем те пăхнă, сурăхсем те… Вĕсене суса сĕтне Урмаел ялне çуран, кĕвентепе йăтса кайнă. Çитнĕ çĕре сĕчĕ йÿçĕхни те пулкаланă. Ун пек чухне сĕте каялла йăтса килме тивнĕ. Кайран вара дояркăра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Йăлмахва каччипе Гурий Смирновпа çемье çавăрнă. Ултă ача çуратса ура çине тăратнă. Мăшăрĕпе ватлăха кĕтсе илейменшĕн кулянать. Вăл чире пула 54 çултах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Турă çырнинчен иртеймĕн.
Акулина Васильевна — ултă ача амăшĕ, 13 мăнукăн асламăшĕ-кукамăшĕ, 17 мăнмăнукăн мăнасламăшĕпе мăнкукамăшĕ. Аслă ывăлĕ, Николай — Комсомольскинче, Галина Чулхула облаçĕнче, Герман, Клавдия, Валентина, Владимир — ялта тĕпленнĕ. Акулина Васильевна хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн Владимирăн çемйипе Йăлмахвара канлĕ ватлăх кунĕсемпе киленет. Ачисем мăшăрланса, йăва çавăрса, хуçалăх тилхепине çирĕп тытнипе чĕререн савăнать. Акулина Васильевна аппăшĕпе, 94 çула çитнĕ Варвара Васильевнăпа, тачă çыхăну тытать. Икĕ ватă пĕртăван тĕл пулсан васкамасăр сăмах çăмхине сÿтеççĕ, пулни-иртнине аса илеççĕ, çамрăксене ырă пурнăç пехиллеççĕ.
Пирĕн юратнă çыннăмăр, анне, хуняма, асанне, мăнасанне, тăванăмăр, эпир Германпа Владимир ывăлусен, Варвара Васильевна Абукинан тата ытти тăванусен çемйисем сана нумай çул ырлăхпа, сывлăхпа, çут тĕнчепе киленсе, тăванусемпе савăнса пурăнма сунатпăр. Ырă кăмăлушăн, тараватлăхушăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Р.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *