Çĕрулми лартаççĕ

Çĕрулми лартаççĕ

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса районти хуçалăхсем хĕрсех ака ĕçĕсем тăваççĕ. Хальлĕхе пурĕ 9898 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Ку палăртнин 88 проценчĕпе танлашать. Çĕрулмине 321 гектар çинче лартнă, çав шутра «Комсомольские овощи» агрофирма — 130 гектар, «Слава картофелю» агрофирма — 98 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕ — 45 гектар, «Рассвет» ЯХПК — 25 гектар, «Сюрбеево» ООО — 15 гектар, Васильевăн фермер хуçалăхĕ — 5 гектар, «Дружба» ЯХПК — 3 гектар. Пурĕ лартма палăртнин 43 процентне пурнăçланă. Çак кунсенче район админи-страцийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Слава картофелю» агрофирмăра пулнă, ĕç-хĕлпе паллашнă.
Çавăн пекех хуçалăхсенче 1155 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *