Четверг, 25 апреля

Кашнине страхлаççĕ

Кашнине страхлаççĕ

Раççей статистики çитес çырава хутшăнакансен пурнăçне хÿтĕлет
Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравне хутшăнакан çĕршер пин çыравçă Перекет банкĕн страховкине тивĕçĕ. Страхлакан сумма мĕн чухлĕ е тата мĕн пирки калаçса татăлнă Раççей статистикипе кредит организацийĕ?

Раççей статистикин ертÿçипе Павел Малковпа Перекет банкĕн Президенчĕ, Правлени председателĕ Герман Греф халăх çыравĕ вăхăтĕнче тачă çыхăнса ĕçлесси пирки икĕ енлĕ килĕшÿ тунă. Уйрăммăн илсен, вăхăтлăх ĕçе илекен çыравçăсене сарăмсăр инкек курассинчен страхлама палăртаççĕ. Аса илтеретпĕр, çитес халăх çыравĕнче 360 çын ĕçлĕ: çыравçăсем, контролерсем, проводниксем тата куçаруçăсем. Çавăн пекех Раççей статистикипе Перекет банкĕ информаци тĕлĕшĕнчен çыхăнса ĕçлеме палăртнă — Пĕтĕм Раççейри çырав тĕллевĕсемпе пĕлтерĕшĕ çинчен материалсене кредит организацийĕн тата унăн филиалĕсен сайчĕсенче вырнаçтарĕç.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ статистикăн иртнĕ вунă çулти тĕп пулăмĕ пулса тăрĕ. Эпир ăна хальхи вăхăтпа тан утакан, инновациллĕ тата çĕршывра пурăнакан кашни çын валли меллĕ тăвасшăн. Перекет банкĕн пулăшăвĕ пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Цифра технологийĕсене илсен, вăл пысăк опыт пухнă. Малашнехи утăмсене пĕрле тума çăмăлрах», — тенĕ Раççей статистикин пуçлăхĕ Павел Малков.
«Халăх çыравĕ пирĕн çĕршыв аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен пур енлĕ пĕлсе тăракан пулăма çеç тухăçлă ертсе пыма май килет. Перекет банкĕ çырава цифра технологийĕсемпе пулăшма хатĕр. Халăха пĕлтерсе тăма тата çыравçăсен пурнăçне страхлама пултаратпăр», — çирĕплетнĕ банк президенчĕ Герман Греф.
Вырăна тухса çÿресе информаци пухакансен пурнăçне 2002 çултан страхлама пуçланă. 2002 тата 2010 çулхи çыравсенче инкек куракансене вĕсемпе тÿленĕ. Çитес çырав тапхăрĕнче кашни çынна 50 пинлĕх страхлаççĕ. Çыравçăсем страхланăшăн укçа тÿлемеççĕ. Перекет банкĕ пĕтĕм тăкаксене хăй çине илет.
Пĕтĕм Раççейри страхлакансен союзĕн вице-президенчĕ Виктор Дубровин каланă тăрăх, 360 пин çынна страхлани питĕ пысăк кăтарту. «Пысăк мероприятисене хутшăнакансене пур çĕрте те яланах страхлаççĕ — Сочири Олимпиадăна, 2018 çулхи футбол чемпионатне ирттерме пулăшнă волонтерсене те страхланă. Ку çавнашкал проектсене хутшăнакансене хушма бонус», — палăртнă вăл.
Г.В.Плеханов ячĕллĕ университетăн финанс менеджменчĕн кафедрин профессорĕ Константин Ордов Перекет банкĕн страхлас енĕпе хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх пуррине палăртнă. «Пĕрре страхланă çынсем тепĕр хут сахал килĕшÿ тунă тапхăрта та инкек куракансене тÿлеме май тупать. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура пурте ун пек тăваймаççĕ», — тенĕ вăл.
Малтанах Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрне октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Çĕршывра хăрушă чир сарăлнине пула Раççей статистики ăна 2021 çула куçарма сĕннĕ.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ _ 2020» Медиаофис.
www.strana2020.ru

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *