Пурнăç хакне лайăх пĕлет

Пурнăç хакне лайăх пĕлет

1945 çул инçете  юлса пынăçем Аслă Отечественнăй  вăрçă ветеранĕсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Вĕсемпе тĕл пулни — çĕршыв историйĕпе паллашни , вĕсен аса илĕвĕсем _ халăх историйĕ. Вăрçă ветеранĕсем нушаллă, выçăллă-тутăллă пурнăçа хăйсен хулпуççийĕсем çинче йăтнă, ыратнине чăтса, вилĕме çĕнтерсе пирĕн телейлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Вĕсем мухтавшăн мар, çĕр çинчи  мирлĕ пурнăçшăн çапăçăва кĕнĕ. Çак астăвăма упрамалла, каласа парса ăруран ăрăва куçармалла. Вăйă выляса, шуçăмччен çăлтăр шутламалли ÿсĕмри,  тĕрекленсе, пиçсе çитмен яшсемпе хĕрсен вăрçă хирĕнче вилĕме куçран пăхма тивнĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Хирти Сĕнтĕрте пурăнакан 94 çулхи вăрçă ветеранĕ АЛЕКСЕЙ МИХАЙЛОВИЧ ГАЛКИН.

Алексей 1926 çулта февралĕн               12-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕрте çуралнă. Вĕсем çемьере 4 ача — икĕ хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Ялти  вăтам шкулта 7 класс пĕтерсен Канашри педагогика училищин Патăрьелĕнчи филиалĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен профессине алла илнĕ. 1943 çулта  Нĕркеçри 7 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классене  вĕрентнĕ.

1944 çулхи мартра  тин  çеç 18 тултарнă çамрăка салтака илнĕ. Ăна Саратов облаçĕнчи Пугачев хулинче вырнаçнă полк шкулне сержантсен курсне вĕренме янă. Вăл вăхăтра Крымра питĕ хĕрÿ çапăçусем пынă. Çамрăка вĕренсе пĕтерме-сĕрех  фронта илсе кайнă. Крыма ирĕке кăларнă хыççăн Алексее Украинăри Каменец-Подольск облаçĕнчи Шепетовка хулинче вырнаçнă полк шкулне вĕренме янă. Татах  вĕренсе пĕтерме тÿр килмен.  Ăна Хĕвеланăç Украинăна, çапăçу хирĕнчи лару-тăру йывăр пулнă пирки, васкавлă куçарнă. Малалла вăл  минометчиксен 107-мĕш дивизийĕн йышĕнче Хĕвеланăç Украинăна, Польшăна, Чехословакие    ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

Алексей Михайлович çак тапхăрти асра юлнă  самантсем çинчен каласа пачĕ. Вăл разведчик пулнă.  Пехотăри салтаксене те палăртнă вырăна çул кăтартса кайнă, минометчиксене ăçта тĕллесе пемеллине пĕлтерсе тăнă. 

«Пире çĕрле  пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаратчĕç. Яланах сыхă пулмаллаччĕ. Тĕлĕрсе пырсан вилĕм çитнине сиссе те юлаймастăн. Пăшалсене алăран вĕçертмен. Талăкшар çывăрмасăр ывăнса çитнĕ  салтаксем çывăрса кайса лаша урапи çинчен ÿксен те вăранмастчĕç. Çавăнпа колонна умĕнче те, хыçĕнче те икшер офицер юланутпа пыратчĕç. Вĕсем салтаксем çывăрса кайсан вăрататчĕç, ÿкнисене тăрататчĕç. Пĕррехинче вăрманпа пынă чухне манăн пилотка йывăçран çакланса юлчĕ. Урапа çинчен сиксе антăм та шырама пикентĕм. Ман пата пĕр  офицер пычĕ те: «Пилотка пуç мар. Ăна шыраса тăма вăхăт çук. Вырăна çитсен çĕнĕ пилотка парĕç», — терĕ».

Алексей Галкин  1946 çулхи март уйăхĕнче демобилизациленсе тăван яла таврăннă, шкулта ĕçлеме пуçланă. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнче  куçăмсăр майпа вĕреннĕ, алла диплом илнĕ.  Вĕренÿ ĕçĕнче 51 çул тăрăшнă. Çак тапхăрта вăл 1946 —1950 çулсенче Çĕнĕ Кипеçри пуçламăш шкулта вĕрентекен тата директор çумĕ, 1950—1955 çулсенче Нĕркеç тата Хирти Сĕнтĕр шкулĕсенче вĕрентекенре  ĕçленĕ. 1955 — 1974 çулсенче Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче учитель тата директор çумĕнче тăрăшнă. 1974 —1992 çулсенче директор тивĕçне  пурнăçланă.  Тивĕçлĕ канăва тухсан та РСФСР халăх çутĕç отличникне ачасене вăхăтлăх вĕрентме шкула пĕрре мар чĕннĕ.

Алексей Михайлович мăшăрĕпе икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Савăк кăмăллăскер, пурнăçа юратаканскер  паян  Валя хĕрĕн çемйипе  пурăнать.  Вăл, вăрçă кунĕсене аса илме юратмасть пулсан та, çитес çулхи Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне аса илÿсен пуххине пуянлатма хирĕç пулмарĕ.

С.ЕФИМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *