Пятница, 4 октября

Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

 Аслă Çĕнтерÿ! Унăн хакĕ — вăрçăра   татăлнă миллионшар  пурнăç. Вăрçă кашни килех çитнĕ. Хырай Ĕнел ялĕнчен 202 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 101-шĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Вăрçа кайнă кашни çын Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Паян ялта пĕр вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Вăл — НИКОЛАЙ ДМИТРИЕВИЧ КРАСНОВ.

Николай  1924 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче пысăк çемьере çут тĕнчене килнĕ. Çемьери 6 ача мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче çемьене кулаксен йышне кĕртсе пурлăхне туртса илнĕ. Йывăр вăхăтсем пулсан та ачасем çăпата сырса кашни кунах шкула çÿренĕ. Николай уйрăмах физикăпа математикăна юратнă. Пĕрле вĕренекенсем час-часах ун патне пулăшу ыйтма килнĕ, çакăншăн çăкăрпа сăйланă.

Ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн Николай Краснов Кивĕ Сĕнтĕрте ăс пухнă. Хĕлле йĕлтĕрпе çÿренĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл тусĕпе Николай Курицынпа пĕрле Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕлÿ илме çул тытнă. Патăрьеле çитме 25 çухрăм утмалла пулнă. Çул çинче кашкăрсене те тĕл пулкаланă. Вĕсене хăратма улăм çунтарса пынă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Николай  училищĕрен вĕренсе тухса ĕлкĕреймен пулнă. Апла пулин те, вăл хăйне фронта яма темиçе хутчен те ыйтнă. Анчах çамрăк каччăна пĕвĕпе пĕчĕк пулнине кура вăрçа илмен.

Фашистсем Мускав патне çывхарнă,  Чăваш Енре пурăнакансене Сăр юханшывĕ хĕррине укрепленисем тума янă. Техника пулман, ĕçе алăпа тунă. 40—42 градус  сивĕре те ĕçленĕ, ăшăнма çуртсем те пулман, ытларахăшĕ чăрăш лăссинчен, улăмран, çапăран ăсталанă хÿшĕсенче, палаткăсенче пурăннă. Çынсем çĕршыв умĕнчи яваплăха туйса шанса панă ĕçе пурнăçлама васканă. Пирĕн ял çыннисем те Улатăра укреплени тума кайнă. «Иртен пуçласа каçчен, хăш чухне апат вăхăчĕ çинчен мансах ĕçленĕ эпир. Тăшмана пирĕн çĕршыва шала кĕме парас мар тесе хавхаланса вăй хунă», — аса илет Николай Дмитриевич.  

Пĕрре  ăна фронта кайма повестка килнĕ. Анчах та çар комиссариатне çитсен вăл унăн ушкăнĕ пĕр кун маларах  кайнине пĕлнĕ.  Н.Д.Краснов 1942 çулхи сентябрьте   Хĕрлĕ Çар  ретне тăнă. Унпа пĕрле  ялтан Т.С.Читнаев тата Н.Т.Макаров фронта тухса кайнă.

Февральте хĕрлĕармеецсене фронт  çывăхнерех  куçарнă. Эшелон Канаш урлă иртнĕ чухне Николая Полина аппăшĕ çăкăр тухса панă. Мускава çитсен салтаксене мунчара çăвăнтарнă та унтан Курск енне илсе кайнă. Çул çинчех вĕсем тупăсен сассине итлесе пынă, çынсемпе лашасен виллисем купаланса выртнине курнă. Николай уринче çăм нускипе акăлчан пушмакĕ пулнă. Вĕсене сутса вăл çăкăр туяннă.

Вĕсен малаллахи çулĕ Курск пĕкки еннелле выртнă. Николай Краснов шăпах Курск пĕккинче çапăçнă, гварди сержанчĕ, 6-мĕш танк корпусĕн авăрлаканĕ, 2-мĕш гварди уйрăм çыхăну полкĕн отделени командирĕ пулнă. Курск çапăçăвĕ пирĕн çарсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Кунта вĕсем фашистсен тапăнăвне сирсе вĕсене çапса аркатнă, Курск пĕккинче çи-рĕпленсе ларма пултарнă. Унтан хăйсем тапăну пуçланă, хуласене пĕрин хыççăн теприне ирĕке кăларнă.

1943 çулхи июньте  Николай пĕçĕ шăммине суранлатнă. Вăл Кувандык хулинчи госпитале лекнĕ, 2—3 уйăх сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă.

1944 çулхи февраль уйăхĕнче çамрăка  Николаев хулине телеграфиста вĕренме янă. Виçĕ уйăх вĕренсен чаçе таврăннă. Вăл е ку операци ăнăçлă пуласси связистран чылай килнĕ. Чи хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче те, тăшман пĕр чарăнми персе тăнă чухне те связистăн шанчăклă çыхăнупа тивĕçтермелле пулнă. Чылай чухне  тăхлан çумăрĕ айĕнче пĕчченех шума тивнĕ.

«Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса пынине эпир, телеграфистсем, пуринчен малтан пĕлтĕмĕр. Çак кун нумайлăха асра юлчĕ. Ăна урăх нихăш уявпа та танлаштарма çук. Вăл пĕтĕм совет халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ пысăк уяв пулчĕ», — аса илет ветеран.

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн Николай Краснова 10 кунлăха килне янă. Яла çитнĕ чух  хирте пăрçа пуçтаракан хĕрарăмсене тĕл пулнă вăл. «Эс камăн салтакĕ пулатăн;» — ыйтнă унран паллаймасăр Марье аппа. Унтан ăна фермăна илсе кайса сĕт ĕçтернĕ, пыл çитернĕ. Килнелле утнă чухне ашшĕне тĕл пулнине, унпа хыттăн ыталаннине, амăшĕпе сĕм çĕрлеччен калаçнине халĕ те куççульпе аса илет ветеран.

10 кун сисĕнмесĕрех иртнĕ. Николай  каялла çара  таврăннă, 1947 çулччен службăра пулнă. Ăна «Аслă Отечественнăй вăрçă» II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе тата ытти Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Вăрçăран  таврăнсан Николай Краснов тăван районта телеграфистра ĕçленĕ, унтан Канашри учительсем хатĕрлекен  институтра  вĕреннĕ. 1955 çултан пуçласа тăван шкулта математика тата физика учителĕнче ĕçленĕ. 1969 — 1984 çулсенче шкул директорĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта ялта çĕнĕ вăтам шкул хăпартнă. 

 Николай Дмитриевич  час-часах шкула тĕлпулусене çÿрет, вĕренекенсене   вăрçăри кунсем, фронтовик-юлташĕсем çинчен каласа парать.  Халĕ Николай Дмитриевич пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ  2013 çулта çĕре кĕнĕ.  Вĕсем 6 ача çуратса ÿстернĕ, анчах вĕсенчен виççĕшĕ халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Ачисемпе мăну-кĕсем, мăнмăнукĕсем  унпа  чăннипех те мăнаçланаççĕ.

Николай Дмитриевич — Хырай Ĕнел ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕнче вăл 96 çул тултарчĕ,  сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, балалайка калать.  Николай Дмитриевич шăпа хатĕрленĕ пур йывăрлăха та чыслăн çĕнтернĕ: вăрçă çулне паттăррăн утса тухнă, ял, район аталанăвне хăйĕн тÿпине хывнă.

 

О.СОРОКИНА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *