Ирина Лампасова: «Кашни çутă куншăн Турра тав тăватăп!»

Ирина Лампасова: «Кашни çутă куншăн Турра тав тăватăп!»

Ирина Лампасова /хĕр чухнехи хушамачĕ Николаева/ — Чăваш Ен наци радиовĕн музыка редакторĕ. Вăл Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаран журналист пулма ĕмĕтленнĕ, пур ĕçе те хастар хутшăнма тăрăшнă. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Чурачăк вăтам шкулне çул тытнă. Кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Университетра пĕлÿ пухнă вăхăтра Чăваш Ен наци радиовĕпе туслашнă, каярах унта ĕçлеме вырнаçнă, Республика Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ.
— Ирина, эсĕ ача чухне мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ; Çав вăхăтри шухăшсемпе паянхи пурнăçу пĕр килеççĕ-и?
— Кирек мĕнле ĕçре тăрăшакана та пĕчĕкренпех хисеплесе ÿснĕ эпĕ. Анне те пĕрмай «темĕнле таса мар пулсан та, ĕçрен вăтанма кирлĕ мар, ĕçлемесĕр ларнинчен вăтанмалла», — тесе калатчĕ. Тĕлĕнмелле те, сыватмăша кайсан тухтăр пулас килетчĕ. Шкула çÿреме пуçласан вара вĕрентекен ĕçĕ илĕртетчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри Оля аппа журналист пулнă май, район хаçа-тĕнче «Ÿссен кам пулан;» статья пичетлесе кăларнăччĕ, шăпăрлансен çутă ĕмĕчĕсемпе паллаштарнăччĕ. Ун чухне эпĕ: «Ÿссен тухтăр пулас тетĕп. Вĕсем шурă халатпа çÿреççĕ. Яланах тирпейлĕ те ăшă кăмăллă», — тесе хуравланăччĕ. Аппа маншăн çывăх та юратнă çын, мĕн пĕчĕкрен унран тĕслĕх илсе ÿснĕ эпĕ. Çавна пулах унăн çулĕпе каяс терĕм пулĕ. Тухтăрсем çынна эмелпе, эпир — радио ĕçченĕсем — сăмахпа сиплетпĕр. Шăпа вара педагогика университетне илсе çитерчĕ, вĕрентекен профессине илме пултарнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Вĕренсе тухсанах шкула чун туртатчĕ, каярах радио ĕçне пуçĕпех кĕрсе кайрăм. Журналист ĕçне суйласа илме шкул вăхăтĕнчех «Каçал ен» район хаçачĕпе туслă пулни питĕ пулăшрĕ.
— Эсĕ Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннине пĕлетпĕр. Мĕншĕн иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес терĕн?
— Çапла, 2009 çулта историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм, тепĕр çулне куçăмсăр майпа управлени факультетĕнче те пĕлÿ пухма пуçларăм. Çак тапхăр çăмăлах пулмарĕ, паллах. Çĕрĕ-çĕрĕпе экзаменсене хатĕрленсе куç хупманни те пайтах пулнă. Пĕр кунтах унта та, кунта та экзамен тытма тиветчĕ. Шкул çулĕсенче шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлес ĕмĕт пурччĕ, çак шухăша пурнăçлас тĕллевпех управлени факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах пурнăçа пурпĕрех журналистикăпа çыхăнтартăм, чун шăпах çак енне туртрĕ. Пĕрре те ÿкĕнместĕп, савăнатăп çеç. Икĕ çĕртре вĕренни çирĕпрех пулма та хăнăхтарчĕ. Атте-анне, çывăх çынсем, вĕрентекенсем яланах хавхалантарса, пулăшса пычĕç. Вĕсене чĕререн тав тăватăп.
— Ăçтан хавхалану тупма пĕлетĕн?
— Пурнăçра, паллах, тĕрлĕрен пулать. Кулянмалли сăлтавсем та тупăнаççĕ. Кирек хăçан та аннепе калаçса чуна лăплантаратăп. Йывăр самантсенче чиркĕве кайса килетĕп, çурта лартса Турăран пулăшу ыйтатăп. Чăннипе вара, йывăр чухне çеç мар, Турă пирки пĕр самант та манмастăп, ăна ĕненетĕп. Ĕçтеш хĕрĕ пĕринче мана «санăн аннÿпе аçу шкулта ĕçлеççĕ пуль, пĕр усал сăмах та илтсе курман-çке санран», — тесе култарнăччĕ. Чăннипе вара, атте те, анне те шкулта ĕçлемеççĕ. Атте Мускава ĕçлеме çÿрет, анне «Росгосстрах» компанире нумай çул тăрăшать. Шăпах вĕсем хавхалантараççĕ те. Вĕсен пит-куçĕ телейпе çини маншăн чи пысăк савăнăç! Мăшăрăм, кукамай, аппапа пичче, çывăх çынсем сывă пулни — чи хаклă тупра!
— Радиожурналист ĕçĕ çăмăлах мар. Тÿрĕ эфира тухса çăмăллăн калаçмалла, тĕрлĕ кăларăмсем хатĕрлесе эфира кăлармалла. Унсăр пуçне концертсене те хутшăнатăн, ертсе пыратăн. Мĕнле пĕтĕмпех ĕлкĕретĕн, ĕçрен савăнăç туйăмĕ илетĕн-и;
— Çакă пуль вăл телей тени. Килтен — ĕçе,ĕçрен киле тулли кăмăлпа кайни. Ача чухне ĕмĕтленме те пултарайман Юхма Мишшипе, Юрий Сементерпе, Светлана Асаматпа, Валери Туркайпа, Альбина Юратупа, Анатолий Кипечпе паллашма пултарасса, вĕсемпе кăларăмсем хатĕрлеме мехел çитессе. Çакăн пек çынсемпе куçа куçăн калаçса курни — хăех пурнăç парни. Ентешĕмсемпе мухтанмалăх, савăнмалăх пур. Шăпах çакăн пек мухтавлă çынсем хавхалантараççĕ те, ывăнмасăр ĕçлеме хистеççĕ.
Радиора ĕçленĕ май, нумай çынпа, тĕрлĕ шăпапа паллашма тÿр килет. Чылайăшĕпе туслашса-тăванлансах кайрăмăр. Концертсем ертсе пырасси те — чун киленĕçĕ. Шанса панă ĕçе тивĕçлĕн çеç пурнăçласчĕ.
— Тĕрлĕ уяв, республика шайĕнчи мероприятисене ертсе пыма та чĕнеççĕ сана. Нумай пулмасть «Кĕтне» ентешлĕхĕн уявне Светлана Печниковăпа ертсе пытăр. Çак тивĕçе пурнăçлама йывăр пулмарĕ-и?
— Ентешсем умне тухсан, ытларах пăшăрхантăм çав, яваплăх тата пысăкрах пулчĕ. Светлана Печникова — ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чылай çул культура анинче ырми-канми тăрăшать, унпа уяв ертсе пыма питĕ килĕшрĕ, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлантăмăр, тепĕр чухне пĕрре пăхса илсех пĕр-пĕрин шухăшне пĕлтĕмĕр. «Кĕтне» ентешлĕх хастарĕсем те чунне парса уява хатĕрленни сисĕнчĕ. Уяв хыççăн мана та ентешлĕхе илчĕç. Ку пулăм та питĕ савăнтарчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ĕçе тĕплĕн пурнăçласа пырать, ентешлĕхе тивĕçлĕн ертсе пырать. Хастарсем те тăван район пуласлăхĕшĕн тăрăшни куçкĕрет.
— Уявра эсĕ ертсе пынипе çеç мар, юрă парнеленипе те асра юлтăн. Юрă тĕнчи вара сана мĕнле майпа çавăрса илчĕ?
— Юрă-кĕвĕ маншăн — чун ăшши, чун илемĕ. Хурлансассăн та, савăнсассăн та кăмăла юрласа уçатăп. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашни те ахаль пулса иртмерĕ пулĕ. Манăн асаттен аппăшне нумайăшĕ Маюк аппа пек пĕлет. Унăн юррисем Чăваш радиовĕпе пĕрмаях янăранĕ, хăйĕн сассипе çынсене савăнтарнă вăл. Çавăн пекех асаннен пиччĕшĕ те пултаруллă купăсçă пулнă. Вĕсен ачисем Ольгăпа Михаил Луковсем те юрăçсемех.
— Тăван районта пурăнакансене мĕн суннă пулăттăн?
— Эпĕ Комсомольски районне, кунта пурăнакансене, Анат Тимĕрчкасси ялне питĕ юрататăп. Тăван вырăнпа эпир кăвапапа çыхăннă. Вăл пире нихăçан та хăйĕнчен вĕçертмĕ. Ентешсене пурне те çирĕп сывлăх сунас килет. Пирĕн районта ĕçчен те сăпайлă çынсем пурăнаççĕ, пурнăç лавне малалла туртма пурне те ăнăçу та сунатăп. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр!
Н.ГАЛКИН калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *