Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Герман Федорович Максимов 1926 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă вăл. Ялти вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсан пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ çине тиеннĕ. Вунпиллĕкри Герман пĕр ĕçрен те юлман. Часах çамрăка бригада шанса панă. Паллах, çăмăл пулман тин пурнăç çулĕ çине ярса пуснă яша.
Вăхăт шунă. Герман вунçиччĕ тултарнă. 1943 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче ăна çара илнĕ. Ялтан иккĕн тухса кайнă вĕсем. Тепри Герман пекех тин вунçиччĕ тултарнă Илья Степанович Чертынов пулнă. Кĕске вăхăт хушши снайперсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Германа 3-мĕш Белорусси фрончĕн стрелоксен 31 гвардин Ви- тебск дивизине янă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче çамрăк салтака комсомола илнĕ.
Çырусем çырсах кайман Герман. Юлашки çырăвĕнче Литва республикине ирĕке кăларассишĕн çапăçни çинчен пĕлтернĕ. Савăнăç нумая пыман — çемьене хăрушă хыпар килсе çитнĕ: Герман Федорович Максимов хыпарсăр çухалнă. Йывăр хуйха тÿсеймесĕр амăшĕ çĕре кĕнĕ. Килте суккăр ашшĕпе икĕ шăллĕ кун кунланă. Çемье салтака кĕтме пăрахман /хыпарсăр çухалнисем тупăнни çинчен унта та кунта сăмах тухкаласах тăнă/. Анчах кĕтни кăлă-хах пулнă. Вунсаккăрти каччă хăй хыççăн пĕр пĕчĕк йĕр те хăварайман. Çапла шухăшланă Максимовсем, çаплах шухăшланă пулĕ ял-йыш та.
Герман йĕр хăвармасăр çухалман. Çакна эпир 76 çултан, çар архивĕн материалĕсемпе паллашнă хыççăн пĕлтĕмĕр.
1944 çулхи июлĕн 18-мĕшĕ. Литвари Алитус хулишĕн хаяр çапăçу пынă. Стрелоксен 4-мĕш ротине Неман юханшывĕн сулахай енне каçса çирĕпленсе ларма приказ панă. Тăшман пĕр чарăнмасăр персе тăнине пăхмасăр Герман юханшыв урлă чи малтан ишсе каçса позици йышăннă, юлташĕсене çул уçса панă, фрицсен контратакисене сире-сире янă.
1944 çулхи августăн 4-мĕшĕнче йышăннă приказ тăрăх, Герман Федорович Максимова «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Пирĕншĕн паллă мар: кăкăрĕ çине медальне çакайнă-ши вăл?

З.МАКСИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *