Понедельник, 9 декабря

Чиркÿ — халăхшăн


«Турă пирте кашнинчех,
эпир ăçта пулсан та», — Георгий Гречко космонавт.
Ялти хресчен пурнăçĕнче чиркÿ яланах питĕ кирлĕ, чыслă вырăнта пулнă. Служба вăхăтне, чиркÿ праçникĕсене ял халăхĕ çеç мар, аякра пурăнакан çынсем те пухăннă. Таса вырăна çитсе чиркĕве çÿрекен кашни çын çурта лартма, кĕлĕ тума пултарнă. Этем çурални, çемье çавăрни тата вилни çинчен чиркÿ кĕнекисенче çырăнса юлнă. Вĕсем тăван çĕршывăн тĕрлĕ архивĕсенче упранаççĕ.
Чиркÿ, влаçсем питĕ уйăрма тăрăшсан та, яланах халăхпа пĕрле пулнă. Темĕнле йывăр вăхăтра та пирĕн мăн асатте-асаннесем чиркÿсене, турăшсене сыхласа хăварма тăрăшнă. Сисĕнмесĕрех кашни кунхи пурнăçра Турра ĕненесси ашшĕ-амăшĕсенчен ачисене куçса пынă. Турăшăн кашни этем пĕр тан, вăл хăйĕнчен çăлăнăç ыйтакансене пурне те пулăшнă, пулăшать те.
Чăнах та, тĕн пире пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма, пулăшса пыма, ырă ĕçсем тума вĕрентет. Киревсĕр ĕçсем тăвассинчен асăрхаттарать. Ĕненÿ çук чухне çыннăн чун-чĕри пушанса юлать. Чиркÿ пирĕншĕн çирĕп тĕрев пулса тăрать.
Иртнĕ ĕмĕрсенче ял çыннисен чунĕсемшĕн тăрăшнисен ячĕсене манас марччĕ. Сăмахран, Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ ентешсем храмсенче, чиркÿсенче службăсем ирттернĕ, унти ĕçсене тĕрĕслесе тăнă.
Сергей Васильевич Васильев /Сергий атте/ 1869 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. 1889 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. Самар кĕпĕрнинчи Бугуруслан уесĕнчи Стюхино ялĕнчи чиркÿре 1895 çултан пуçласа священникре ĕçленĕ. 1902 çултан 1929 çулччен /храма хупичченех/ настоятель пулнă.
Семен Михайлович Зайцев 1869 çулта çуралнă. 1924—1925 çулсенче ăна Аслă Каçал ялĕнчи епархи членне суйланă, вăл чиркÿ ĕçĕсене йĕркелесе пынă.
Римма Ивановна Анисимова /Иульяна/ 1922—2000 çулсенче пурăннă. Вăл Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи чиркÿсенче манашкă пулнă. Юлашки çулĕсене Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнче ирттернĕ.
Виталий Васильевич Хораськин /Виталий атте/ Вăрмар районĕнчи чиркÿре священник пулнă.
Анна Антиповна Михайлова 1935 çулта çуралнă. Вăл Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕнчи чиркÿре манашкă пулнă.
Николай Алексеевич Григорьев 1957 çулта çуралнă, Пăрачкав, Патăрьел районĕсенче манах пулса Турра кĕлĕ тăвать.
Пĕр ватă кинемей каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Чиркĕве çÿремесен те, чиркÿ уявĕсене çирĕппĕн тытса пымасан та чунра Турăпа пĕрле пурăнмалла, Турă вĕрентнĕ пек хамăра тытмалла!» Çакна пирĕн яланах асра тытасчĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *